Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Педагог, общество деятелӗ, селькор тата таврапӗлӳҫӗ Александр Ананьевич Казаков: 90 ҫул

Ыр çыннăн ячӗ –ӗмӗрлӗхе

 

Александр Ананьевич Казаков Ҫӗнӗ Йӗлмел  ялӗнче 1932 ҫулхи июль уйӑхӗнче ҫуралнӑ, кӑҫал вӑл 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл профессийӗпе математика вӗрентекенӗччӗ, кӑмӑл-туйӑмӗпе таврапӗлӗве юрататчӗ, хамăр енӗн авалхи йӑласен, традицийӗсен, культурин тӗпчевҫиччӗ.

Александр Ананьевич Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче таврапӗлӳ, шкул музейӗ тӑвас ӗҫӗн пуҫаруҫи пулчӗ. Вӑл 1950 ҫулта Хурăнар-Шӑхаль вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Чӑваш Паснапуçӗнчи çичӗ çуллăх шкулта математика вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 1951 ҫултан пуҫласа 1955 ҫулччен Совет Союзӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче авиаци полкӗнче службӑра тăнă, служба хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ. Александр Казаков тӳрех хăйӗн вӗрентекен ӗҫне тытăннă, малтан кӳршӗ шкулсенче, унтан Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ парать, ҫав вӑхӑтрах Ульяновскри патшалӑх педагогика институтӗнче «физикӑпа математика» специальноҫне куçăмсăр майпа вӗренет. Вӗренӳ заведенине ӑнӑҫлӑ пӗтерсен 40 ҫул хушши Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗнче ӗҫленӗ. Вӑл манӑн математика учителӗ, пире ку предметпа 1968-1971-мӗш классенче 5-8-мӗш классенче вӗрентрӗ. Вӗренекенсемпе вӑл хӑйӗн предмечӗпе тӑтӑшах кружок, занятисем ирттеретчӗ.

Александр Ананьевич манӑн юратнӑ учительччӗ, хӑйӗн предмечӗн спецификине пӑхмасӑр, вӑл вӑхӑтран вӑхӑта пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ уроксене ирттерме тӑрӑшатчӗ, уйрӑммӑнах астӑватӑп, вӑл час-часах, ҫурхи тата кӗрхи вӑхӑтра пирӗнпе геометри урокӗсене ҫутҫанталӑкра ирттеретчӗ. Пӗррехинче, математика урокӗнче те, эпир колхозăн мӑйракаллӑ шултра выльӑх фермине экскурсие кайрăмăр, унта вӑл ферма заведующийӗпе пире вӑкӑрсен йывӑрӑшне виҫме вӗрентрӗ. Ку питӗ интереслӗ пулчӗ. Ҫапла майпа вӑл пӗлӗвӗн теори пайне практикăпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшатчӗ. Парти пропагандисчӗ пулнӑ май, вӑл ялти ҫамрӑксемпе обществӑлла йӗрке енӗпе занятисем те ирттеретчӗ. «Çӗнӗ çул», халӗ «Тăван ен» хаҫатăн обществăлла корреспонденчӗ те, ун чухнехи Бауман ячӗллӗ колхозăн «Малалла»  стена хаҫачӗн редакторӗ те пулнă май, хуҫалӑхпа ялăн производство пурнӑҫне ҫутатса тӑнă, хӑй те час-часах район хаҫатне статьясем ҫырса янă, хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак творчество пултарулӑх ӗҫне вӗрентнӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш, 70-мӗш ҫулӗсенче вӗрентекенсем кашни уйӑхрах тенӗ пек клубра концерт, е спектакль кӑтартатчӗҫ, ун чухне телевизор пулман вӗт-ха, ку пуриншӗн те хутшӑнакансене те, пире – куракансене те интереслӗччӗ. Сцена ҫинче вӑл тӗрлӗ рольсем выляма юратнӑ, ҫавӑн пекех хӑйӗн вӗренекенӗсене культура мероприятийӗсене явӑҫтарнӑ. Класс ертӳҫи  пулнă май, Александр Ананьевич пире ачасене, обществӑпа усӑллӑ производство ӗҫне те явăçтарма пултарчӗ. Ун чухне ачасем макулатурӑпа тимӗр-тӑмӑр пуҫтаратчӗç, ҫак ырă ӗҫшӗн активистсене тав тунă, грамотӑсем парса хавхалантарнӑ,  çаплах, вӗсен ӗҫне стена хаçатӗнче, район  хаçатӗнче те çутатса тăратчӗç. Ҫакӑ вӗренекенсене усăллă ӗçе туртăнма хавхалантаратчӗ. Александр Ананьевич хӑйӗн профессине юратнă, унпа мăнаçланнă. Çавăнпа та, шкултан вӗренсе тухакансенчен Канашри педагогика училищине вӗренме кӗрес текенсене пухнине, пуҫламӑш классен учителӗн специалисчӗсене хатӗрлеме тӗллевлӗ направленипе ярассине пӗлсен, шӑпах вӑл пире виҫӗ абитуриента асӑннӑ училищӗне кӗме сӗнчӗ, эпир виҫсӗмӗр те асӑннӑ вӗренӳ заведенине кӗме килӗшрӗмӗр. Петр Егоров, Валентина Рафикова тата ҫак йӗркесен авторӗ экзаменсене ӑнӑҫлӑ парса, вӗренсе тухса, пуҫламӑш классен учителӗн дипломӗсене илсе, хамăр районти шкулсене таврӑнтăмăр.

Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче республикӑри тата ҫӗршыври тӗрлӗ сферӑсене тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ паллӑ ҫынсем нумай: СССР халӑх учителӗ, академик Петр Головин, профессор, аслӑ ҫар училищин преподавателӗ, отставкӑри полковник Николай Калаков, летчиксем Юрий Антонов тата Сергей Бахтин, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ Николай Мискин тата ыттисем те.

Александр Ананьевичăн мӑшӑрӗ Мария Ивановна та «хими, биологи» специальноҫӗ енӗпе педагог, вӗсем 4 ача пăхса ӳстернӗ, воспитани панӑ. Ывăлӗсенчен асли –  Николай, Мари политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, вӑрман хуҫалӑхӗн специалисчӗ. Хальхи вӑхӑтра Ульяновск облаҫӗнчи вӑрмана хӳтӗлекен центрта ӗҫлет, ӗҫ ветеранӗ. Олег – техник-механик, Ульяновскра ӗҫлесе пурӑнать. Владимир – участокри милиционер пулнӑ, хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура, Галина – кил хуҫи хӗрарӑмӗ, пенсионерка.

Александр Казаков кайранхи ҫулсенче вара таврапӗлӳпе тӗпчев ӗҫӗпе тăрăшрӗ. Шел пулин те, вӑл пиртен 2009 ҫулхи июнь уйӑхӗнче уйрӑлса кайрӗ. Тыл ӗҫченӗ пулнӑ май, ӑна «1941-45 ҫулсенче Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи вăхăтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, ҫавӑн пекех нумай Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисем парса чысланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев