Пӗчӗкренех хăнăхаççӗ
Ача сачӗсенче ҫул çинче çӳремелли правилăсене вӗренмелли мероприятисем иртеҫҫӗ
Мероприятисене пӗчӗккисен ҫул-йӗр правилисем енӗпе пӗлӗвӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Çакăн пек профилактика мероприятийӗсем пӗчӗккисен ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене вӗренессипе интересленессине ӳстерес, урамсенче хӑрушсӑрлӑх йӗркин хăнăхăвӗсене йӗркелес тата ҫул-йӗр паллисене ӑнланас тӗллевпе йӗркеленеҫҫӗ. Унта воспитательсем тата «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова та хутшăнать.
Ачасем халапри геройсемпе пӗрле тупмалли юмахсене тупаççӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, ҫул паллисем ҫинчен сӑвӑсем каласа параҫҫӗ, вӗсене тӗрлӗ конкурсене явăçтараççӗ.
Ҫакăн пек вара вӗсем ҫул-йӗр правилисене хӑвӑртрах ӑнланаҫҫӗ, хӑнӑхаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вăйăсен тӗрлӗ формисем, эстафетӑсем питӗ килӗшеҫҫӗ, вӗсем хаваслансах хутшӑнаҫҫӗ.
Кашни ирттернӗ мероприяти вӗҫӗнче Лилия Вахитова ачасене ҫутта тавăракан элементлӑ парнесем, ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем парнелет, ҫул ҫинче тимлӗ пулма, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пурнăçлама чӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев