Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пахча-сада хӗле кӗрес умӗн хатӗрлесе хăварни

Халӗ ҫулла вӗҫленнӗшӗн пăшăрханса лармалли вӑхӑт мар – ӗҫ ҫителӗклӗ

Пахчаҫимӗҫсене, улма-ҫырласене пуҫтарнӑ, банкăсене хупнӑ, сада илемлетекен нумай чечек шаннă... Анчах ҫулла вӗҫленнӗшӗн пăшăрханса ларма вӑхӑт мар. Мӗншӗн тесен кӗркунненхи уйӑхсенче те садра ӗҫ ҫителӗклӗ. Вӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлани – ҫитес ҫулшăн никӗс хывни. Айтьӑр-ха пахча-садра мӗн тумаллине аса илер.

Пухса илни

Кӗркунне панулмин, грушăн, сливăн кая юлса ӗлкӗрекен сорчӗсене тата пилеше пуҫтараҫҫӗ. Кая юлса ӗлкӗрекен сортсем хӗл валли упрама лайӑх. Ҫавӑнпа та упрамалли вырӑнсем тата майсем пирки тӑрӑшма тытӑнмалла.

Тӗмсемпе йывӑҫ тӗпӗсене апатлантарни

Ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе тӗмсем айӗнчи тӑпра çуркаланать, ӑна кăпкалатмалла. Кӗркунне йывӑҫсем ҫулҫӑсем ӳстерсе, турачӗсене каллех ан сарччӑр, вăй ан ҫухатчӑр тесен, азотлă удобренисем кӗртмелле мар, ытларах калипе фосфор хушмалла. Кун пек чухне кӗлпе, суперфосфатпа, кӳкӗртлӗ, хлорлӑ удобренисемпе, кӗрхи шутланакан удобренисемпе усӑ курни лайăхрах.

Хурт-кăпшанкă-сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешни

Тухăç пухмалли сезон пӗтрӗ тесе, сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешме чарӑнмастпӑр. Йывӑҫсемпе тӗмсен ҫулҫисем тӑкӑниччен, хурт-кӑпшанкӑ-сӑтӑрҫӑсем тӑпра ӑшне пытанма ӗлкӗриччен вӗсене «Актар», «Инта-Вир» препаратсемпе е аналогсемпе ӗçе кӗртмелле. Ку ӗҫе вӑраха яма юрамасть, мӗншӗн тесен сӑтӑрҫӑсем ҫӗр ӑшне тарӑн кӗрсе пытансан, вӗсене наркӑмӑшлани усӑсӑр. Ҫулҫӑсем ӳксен сӑтӑрҫӑсене хирӗç ытти мерӑсемпе усă курмалла.

Ҫумкурӑксенчен тасатни

Хӑмла ҫырлипе ҫӗр ҫырли таврашне хӗл каҫма ӗҫе кӗртмесӗр ан хӑварӑр. Вӗсен тӗпне хӑварнӑ ҫумкурӑкӗсем сивӗсем пуҫланиччен ӳссе ытларах лаптăка сарăлӗç. Ҫумкурӑксене тымарӗсенчен тасатсан, тӑпрана чавса торф е йывӑҫ турпасӗ сапсан лайăх.

Шӑварасси

Шыв сапмалли сезон пӗтрӗ теме ан васкӑр. Кӑҫалхи шӑрӑх та типӗ ҫу хыҫҫӑн йывӑҫсемпе тӗмсен тымарӗсене нумайрах шыв сапса хăварсан лайăх пулӗ. Йывӑҫ айӗнче тӑпра нӳрӗлӗхӗ 1-1,5 метра яхӑн пулмалла. Ҫакна тума ҫамрӑк йывӑҫсен – 40 л, пысăккисене – 50-70 л, питӗ шултрисен тӗпне 100 литр шыв кирлӗ. Шыва йывӑҫсемпе тӗмсем ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑнса пӗтсен шӑварма сӗнеҫҫӗ.

Касасси

Йывӑҫсем-тӗмсене тимлӗн сӑнӑр, хӑрнӑ е хӑрма пуҫланӑ туратсене пурне те касӑр. Вӗсене формăлаштарса тухма та пулать. Ӑна хӗл вӗҫне, ҫуркуннен пуҫламӑшне хӑварма та юрать. Пахча ҫырлисене тепӗр хут пӑхса тухма ан манӑр: вӗсен ӳссе кайнă уссийӗсене чирлӗ ҫулҫӑсене юлашки хут пуçтарса тухăр.

Хӑмла ҫырлин ремонтант сорчӗсене ҫимӗҫ парса пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӗсене те, ҫулла ҫимӗҫ панисене те касма ан манӑр. Ҫуллахи хунавсен турачӗсене типнисене, ҫамрӑккисене йывӑҫ пек пулса хытнă таран касӑр. Ремонтант сорчӗсене вара тӗпне ҫитичченех касма сӗнеҫҫӗ. Иртерех çимӗç паччăр тесен темиҫе тӗпне хăварса, вӗсене хӗл каҫма хатӗрлӗр.

Ҫамрӑк йывӑҫ-тӗмсем лартасси

Ҫӗнӗ сортсем ҫинчен шухӑшлас тата ҫамрӑк йывӑҫсемпе тӗмсем лартас вӑхӑт та халӗ ӗнтӗ. Тахҫантанпах ӳстерме, пӗлӗшсем патӗнчен е питомниксенче ҫитӗнтернисене илсе лартма ӗмӗтленӗр, вӗсем тымар ярса ӗлкӗрӗç. Лартиччен икӗ эрне маларах вӗсем валли вырӑн тата апатлантарнă тăпра хатӗрлеме те ан манӑр. Ӑҫта килнӗ ҫавӑнта лартнӑ йывӑҫсемпе тӗмсене кайран куҫарма тивӗ.

Шуратасси

Ку ӗҫе хӗл вӗçне хăвариччен, кӗркунне ӗçлесе хӑварсан авантарах. Шуратма водоэмульсиллӗ сӑрӑпа усӑ курсан лайăх. Ӑна ҫумӑр çăмăлах ҫуса антараймасть. Ҫавӑн пекех йывӑҫсене михӗпе е спанбондпа чӗркеме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев