Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Паттӑра аса илчӗç

Митингра герой ҫинченхи асаилӳсем янӑрарӗҫ, тухса калаҫакансем хăйсен асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Район центрӗнчи Геройсен Аллейинче Социализмла Ӗҫ Геройне, XXII Партсъезд ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Ахметгарей Шакирзянович Абдриева асӑнса митинг ирттерчӗç.

Мероприятире Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекенсем, юнармеецсем, отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. 

— Пурнӑҫра паттăрлăх валли яланах вырӑн пур. Хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Ахметгарей Шакирзянович тӑван ялне халалланӑ, ӑна аталантарас енӗпе ӗҫленӗ, пурӑннӑ. Унпа юнашар ҫӗр ӗҫченӗсен, ял производствин специалисчӗсен нумай ӑрӑвӗ ҫитӗннӗ. Ӗҫченлӗхне, пуҫарулӑхне, ҫирӗплӗхне, шанса панӑ ӗҫшӗн яваплӑха, ҫынсемшӗн тӑрӑшнине пула вӑл республикӑра хисеп çӗнсе илчӗ. Пирӗн хамӑрӑн паттӑрсене яланах асра тытмалла, вӗсен ҫутӑ астӑвӑмне тата ӗҫри паттӑрлӑхӗсене асра тытмалла, — терӗ Айрат Фиркатович.

Митингра герой ҫинченхи асаилӳсем янӑрарӗҫ, тухса калаҫакансем хăйсен асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пӗр ял ҫыннин ӗҫри паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. 
Геройсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ Геройăн бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ, ӑна аса илсе, пӗр минут шӑп тăчӗҫ. 

Справка 

Ахметгарей Шакирзянович Абдриев Кивӗ Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, йывӑр аманнӑ, демобилизациленнӗ. Килне таврӑнсан, совет тата парти органӗсенче ӗҫленӗ.
1955 ҫулта И. В. Сталин ячӗллӗ колхоз (1961 ҫултанпа — XXII Партсъезд ячӗллӗ колхоз) председательне лартнӑ. 
«Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравне» темиҫе хутчен те хутшӑнать. 1971 ҫулта ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Ахметгарей Абдриева Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне, Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальне параççӗ. Хуҫалӑха 30 ҫул ытла, 1988 ҫулччен, ертсе пынӑ. 
1982 ҫулта вӑл пуҫарнипе ялта «Çӗр тата ҫынсем» музей уҫнӑ. 
2004 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ. Ăна Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пытарнӑ.
Ахметгарей Шакирзянович Абдриев виҫӗ Ленин орденӗ (1965, 1971, 1976), Октябрти Революцийӗ (1973, 1985), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (1986), 2-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин (1985) орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев