Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Паттăрсем

Пӗрлӗхри вӑй

Ҫӗршывра пулса иртекен паянхи пулăмсем никама та сӳрӗк хӑварма пултараймаҫҫӗ. Ывӑлăмăр Рамиль те 40 ҫулта, пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлӗхне, хӑрушсӑрлӑхне упраса хӑварас тесе, хӑйӗн ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине кайрӗ. Эпир унӑн ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗ-хурӑнташӗсем, ҫемйи, икӗ ачи Рамильпе мăнаçланатпăр, уншăн пăшăрханатпăр та, вӑл ырă-сывӑ ҫӳретӗр, тесе кӗл тӑватпӑр.

Сăмахăма Рамиль ывӑлӑмӑрӑн ячӗпе малалла тăсас тетӗп. Район çыннисем, волонтерсем, ятарлă операцие каякан каччăсене яланах пулӑшу парса тăраççӗ. Вӗсене илсе кайса паракансем те, халӑх та чӑн-чӑн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ кӑтартать. 

Гуманитари пулӑшӑвӗ пурин патне те ҫитет, ку ҫапла пулни çинчен ывӑлăмăр та калать. Телефонпа калаҫма май килсен, Рамиль яланах пурне те, уйрӑмах, гуманитари пулӑшӑвне леçме çӳрекен волонтерсене Альберт Сулейманова, Ринат Санатуллова тата ыттисене мӗнпур юлташӗсен ятӗнчен тав тӑвать. Хӑйӗн сăмахӗсене вӑл пирӗн район çыннисене хаҫат урлӑ пӗлтерме хушрӗ.

— Хамӑр ентешсем тӑрӑшуллă, хӗрхенӳллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине пула эпӗ Çӗпрелӗн ҫӑкӑрне ҫиетӗп, тӑван енӗн ӑшшине туятӑп, — тет вӑл. 

Эпир, мăшăрăмпа Гульфарапа районта ӗҫлесе пурӑнса, тивӗҫлӗ канӑва тухрӑмӑр. Йывӑр вăхăтра пӗрлӗхлӗ пулнă районта пурӑнакансене, ертсе пыракансене, район пуҫлӑхне Марат Гафарова чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчен ывăлӗсем, мăшăрӗсем пурне те ырӑ-сывă таврăнма пӳртӗрччӗ тетпӗр.

Хисеплесе: Марс Халиуллов, Раҫҫейӗн хисеплӗ киномеханикӗ, ӗҫ ветеранӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев