Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Паттăрлăхӗ — Çӗнтерӳшӗн!

«Пирӗн геройсем» рубрикӑн паянхи геройӗ — Чăваш Ишлӗ ялӗнчи Николай Зинкин

Николай Зинкин хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тăрать. Тӑван çӗршывăмăрăн хӑрушсӑрлӑхне сыхлас тивӗçе вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ пирвайхи кунсенченех пурнӑҫлать.

Николай Владимирович 1978 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — ҫемьере пиллӗкмӗш ача. Хӑйӗн ачалӑхне «телейлӗ» иртрӗ тесе калаймасть. Вăл 2 ҫулта чухне унӑн амӑшӗ вилет. 16 ҫулта вара вӑл хăр тӑлӑха тӑрса юлать, ашшӗ те пурнăçран уйрăлса каять.

Николай хăйӗнче пурӑнма вӑй тупать. Шкултан вӗренсе тухсан районти профессипе техника училищине вӗренме кӗрет. Унтан ҫар тивӗçне пурнăçлать. Ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, Ульяновск облаҫӗнчи Сенгилейри технологи техникумӗнче вӗренсе, специальность илет. Авланнӑ, ывӑлӗ ҫуралнӑ, ăна Александр ят панă.

— Николай хӑйӗн сӑмахӗ çине тăракан, пулӑшма яланах хатӗр, — тет Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов. — Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, эпӗ унта пулма тивӗçлӗ тесе, 2022 ҫулта чи малтан контрактпа служить тума тухса кайрӗ. Отпуска таврăнать, пӗрмаях калаҫса тăратпăр. 

Чӑннипе те, пирӗн ентеш хӑйне паттӑр та хӑюллӑ салтак пулнă май кӑтартма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑншӑн ӑна нумай хутчен Хисеп грамотисем парса чысланă. Унӑн кӑкӑрне, çаплах, «II степеньлӗ çар паттӑрлӑхӗшӗн» медаль те илем кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев