Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Паттăр кӗрешӳçӗ

Физкультурӑпа спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ ҫынсене асӑнса, районта спорт мероприятийӗсем ирттересси малалла пырать.

Анат Хураката ялӗн Культура çуртӗнче Фарит Закиевич Азизовăн призӗшӗн ҫамрӑксен хушшинче тутарла кӗршӳ енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. 2021 ҫултанпа ирттерекен ӑмӑртусенче пурӗ утмӑл ҫынна яхӑн кӗрешӳçӗ хутшӑнчӗ. Вӗсем пурте – пирӗн районти ялсенчи ҫамрӑксем, спорт шкулӗ ҫумӗнчи кӗрешӳ секцийӗсене çӳрекенсем.

Ӑмӑртусене савӑнӑҫлӑ майпа уҫнӑ ҫӗре районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов:

– Кӗрешӳ вӑл – халӑх пурнăçӗн вӑй-хӑватне, паттӑрлӑхне кӑтартакан спортӑн тӗсӗ. Тутар кӗрешӗвӗ – ӑруран ӑрӑва куçса пыракан сӑваплӑ еткер.

Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов каланӑ тӑрӑх, Фарит Азизов наци кӗрешӗвне аталантарассишӗн нумай ӗҫ тунӑ. «Пӗр ял ҫыннине Марс вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухса, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнисем те, спорта юратакансем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл нумай ҫамрӑк ҫынсене кӗрешӳ спортне явăçтарма пултарнă. Ăна аса илсе эпир ҫак ӑмӑртусене халаллатпӑр», – терӗ вӑл.

Çак чемпионата йӗркелекенсене унăн йăмăкӗсем Наиля Зиганшинапа Альфия Айнуллова, мăшăрӗ Дилюза Азизова та тав сӑмахӗсем каларӗç.

«Кун пек ӑмӑртусем вӗренекенсемпе ҫамрӑксем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлама пулӑшаҫҫӗ», – тесе палӑртса иртрӗ паянхи кун Раҫҫей пенсионерӗсен Союзӗн районти уйрӑмне ертсе пыракан Дилюза Азизова.

Кун каҫиччен ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем питӗ лайӑх кӗрешӳ тӗслӗхӗсем кӑтартрӗç. Хӑйсен виçе категорийӗнче ҫӗнтернӗ ҫамрӑк кӗрешӳçӗсене Хисеп грамотисем, медальсем, наградӑсем пачӗç.

Справка

Фарит Закиевич Азизов ачаранах кӗрешӳ спорчӗпе интересленет, профессин чӑн спортсменӗ, спорт мастерӗ пулса тӑрать. 1979 ҫулта «Кӗрешӳ» енӗпе ТАССР Чемпионӗн ятне çӗнсе илет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев