Реклама
Хыпарсем
Патшалӑх Думин депутачӗ килнӗччӗ
Района ӗç визичӗпе РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов килчӗ.
Ильдар Гильмутдиновăн ӗçлӗ çулçӳревӗн пӗрремӗш пайӗ районти Культура çуртӗнче учрежденисемпе предприятисен ертӳҫисем ларура хутшӑннипе иртрӗ. Вăл унта тухса калаҫнӑ май, Раҫҫей Патшалӑх Думин ӗҫӗ, ҫӗршыв парламенчӗ умӗнче тӑнă, депутатсем пурнăçланă ыйтусем ҫинчен калаçрӗ, ыйтусем çине хуравларӗ. Тӗлпулура ялсене, аграрлă комплекса аталантарасси, культурӑпа спорта пулӑшмалли ыйтусене хускатрӗ. Депутат Аслă Чăнлăпа Кӗçӗн Чăнлă хушшинче ҫул кирлӗ пулнине пӗлтерчӗ тата çак енӗпе ӗç илсе пыни çинчен, çавăн пекех, Упи ял тӑрӑхӗн тата ытти «шывсăр» ялсене шыв пӑрӑхӗн сечӗпе çыхăнтармалли ыйтупа интересленнине те пӗлтерчӗ.
Парламентари Аслă Аксу ялӗнче те пулчӗ. Вăл унта «Единая Россия» парти сӗннӗ программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлекен мобильлӗ поликлиникӑра çынсене йышăннине пăхрӗ. Упи ялӗнчи ачасем тата çул çитменнисен приючӗн ӗҫӗпе те паллашрӗ. Унти ачасемпе курса калаçрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев