Патшалӑх ӗҫлекен ҫыншӑн тӑрӑшать
Районти клиент служби ҫулталӑкри ӗҫне (отдел прависемпе) пӗтӗмлетӳ турӗ.
Клиент службин ӗҫӗ-хӗлӗ пенсипе тивӗҫтерес тата социаллӑ страховани енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем туса парассине шута илет.
Ҫулталӑклăх отчета халалланӑ канашлу ӗҫне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Раҫҫей социаллӑ фончӗн ТР уйрăмӗн управляющийӗн çумӗ Айсылу Пилина, Раççей социаллӑ фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн клиент службин (отделени прависемпе) ертӳҫи Роза Гафарова, клиент службин ӗҫ коллективӗ, клиент службипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫ илсе пыракан организацисен представителӗсем хутшӑнчӗç.
Докладпа Роза Гафарова тухса калаçрӗ. Докладран палăрнă тăрăх, 2024 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗ тӗлне Ҫӗпрел районӗнче 6738 ҫын пенси илет, вӗсенчен 5457шӗ — ватлăхпа; 645шӗ — социаллӑ пенси; 169шӗ — тӑрантаракана ҫухатнипе. Пенсийӗн вӑтам калăпăшӗ 19524,18 тенке тӳрӗ килет.
Канашлура, çаплах, «Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн» Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова тухса калаçнине те итлерӗç.
Раҫҫейри социаллӑ фондăн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн управляющийӗн ҫумӗ Айсылу Пилина хӑйӗн сӑмахӗнче Республикӑри ӗҫ-хӗл ҫинчен калаçрӗ, 2025 ҫул валли тӗллевсем палӑртрӗ, районти клиент службин коллективӗпе ертӳҫине ăнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
Канашлăва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов пӗтӗмлетӳ турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев