«Патшалăх пулăшăвӗсен» порталӗ урлӑ улталаççӗ
Сыхă пулăр!
Ултавҫӑсем граждансен даннӑйӗсене ҫавӑрса илес тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ултавçăсем ҫинчен темиҫе хут та асӑрхаттарнă. Яланхиллех вӗсем хӑйсене банк ӗçченӗсем пек паллаштараççӗ, тесе те çырнă. Юлашки вӑхӑтра ултавçăсем «тупăш» шыраса, укçа ӗçлесе илессин ҫӗнӗ меслечӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри— патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ пулса тӑрать.
Гражданинӑн патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнчи личный кабинетне кӗме тата унти даннӑйӗсемпе усӑ курма ултавçăсем хăйсене, телефон операторӗсем пек пулса паллаштараççӗ. Ҫавӑн пекех патшалăх пулăшăвӗсен порталӗнчи техника йӑнӑшӗ ҫинчен пӗлтерсе, тепӗр хут ҫӗнетме ыйтаççӗ. Ҫакна тума вӗсем суя сайта ссылка параҫҫӗ. Ссылка тӑрӑх кӗрсе анкетӑна тултарнине пула пӗтӗм информаципе счетри укҫа ултавҫӑсен аллине лекет. Чи хӑрушши: «Патшалăх пулăшăвӗсем» порталта регистрациленнисен логинӗсемпе паролӗсене пӗлсе, ултавçăсем вӗсен ячӗпе кредит е микрозайм илеççӗ.
«Порталта сыхланнă персональнӑй даннӑйсене тӗпе хурса кредит илесси йывӑрлӑх кӳмест, — тесе пӗлтерет район прокурорӗ Олег Гайнутдинов.
Ултавçăсен аллине лекес марришӗн вӑл хӑйӗн канашӗсене пачӗ.
Ултавçăсен аллине лекес мар тесен:
— Хӑвӑрӑн Патшалăх пулăшăвӗсен парталӗнчи личный кабинетăн парольне нихăҫан та, никама та ан пӗлтерӗр! Патшалӑх органӗсен ӗҫченӗсем сирӗн даннăйăрсене телефонпа е почта урлă нихăҫан та ыйтмаççӗ.
— Хăвăрăн патшалăх пулăшăвӗсене SMS е электронлӑ почтӑпа янӑ ссылкӑсемпе асӑрхануллӑ пулӑр. Сайт адресне тӗрӗслӗр.
— Патшалăх пулăшăвӗсенчи личный кабинета кӗме общество компьютерӗсемпе усӑ ан курӑр.
— Хӑвӑр кабинетран пароле яланах улӑштарса тăма тăрăшăр
— Икӗ факторлӑ аутентификаци кӗртӗр.
Личный кабинета «ватнă» пулсан, мӗн тумалла-ха?
— Хăвăрт хушăра Патшалӑх пулӑшӑвӗн службипе ҫыхӑнӑр та проблема ҫинчен пӗлтерӗр.
— Пароле ҫӗннипе, шанчӑклипе та хӑйне евӗрлипе улӑштарӑр.
— Личный кабинетра хӑвӑра паракан пулӑшу ӗҫӗсен переченьне тӗрӗслӗр.
— Полицие преступлени ҫинчен заявлени ҫырса парӑр.
Личный кабинета «ватнине» пула:
— Мошенниксем сирӗн ятăрпа пулӑшу ӗçӗсене заказсем пама пултараҫҫӗ (сӑмахран, ют ҫӗршыв паспорчӗ е водитель прависем).
— Мошенниксем сирӗн даннӑйсене улӑштарма пултараҫҫӗ.
— Мошенниксем сирӗн финанс даннӑйӗсем патне кӗмелли майсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хисеплӗ район çыннисем!
Асӑрхануллӑ пулӑр, мошенниксем хăвăра улталама майсем ан парӑр! Мошенниксене улталарӗç пулсан, çав вăхăтрах 02, 8 (84375) 2-29-91, 2-20-45 телефон номерӗсемпе прокуратурăна шăнкăравласа пӗлтерӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев