Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Патриот ывӑл ӳстернӗ Анне

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнаканăн амӑшне юбилей ячӗпе саламларӗç

Кивӗ Тăваньел ялӗнче пурӑнакан Ираида Степановна Нурина çак кунсенче 75 ҫул тултарчӗ. Ӑна юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев та килнӗччӗ.

Ираида Степановна нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Пӗлӳ илме те май пулман. Ҫавӑнпа та Ираида Степановна ҫичӗ класс пӗтерсен фермӑра ӗҫлеме пуçлать. 
Ялта ӗҫ ҫӑмӑл мар. Ҫамрӑк хӗр, тем пек йывӑр пулсан та, чӑтать, хӑйӗн ӗҫне юратса пурнăçлать. Яланах малта пыракансен ретӗнче пулать. Сӑн ӳкерчӗкӗ темиҫе ҫул хушши Хисеп хӑми ҫинче тăрать. Унсӑр пуҫне «Ӗҫ Ветеранӗ», «Нумай ачаллӑ анне» медальсене те тивӗҫет.

1972 ҫулта Кивӗ Тăваньел ялӗн каччипе Василий Михайлович Нуринпа çемье çавăрать. Шел те, телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗ 18 ҫула кӑна тӑсӑлать. Василий Михайлович, 41 ҫул тултарсан, сасартӑк çут тӗнчерен уйрăлса каять. Ираида Степановна ҫав ҫул шкул ҫулне ҫитнӗ пилӗк ачине ытамне илсе, мăшăрӗсӗр тăрса юлать.

Хӑйӗн ачисене ура ҫине тӑратас тесе, вӑл кунӗн-ҫӗрӗн ӗçре пулать. 

Паян унӑн икӗ хӗрӗ хӑйсен ҫемйисемпе хуласенче пурӑнаҫҫӗ, пӗри — амӑшӗпе юнашар — ялта. Ираида Степановнан ывӑлӗсенчен пӗри çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Иккӗмӗш ывӑлӗ Николай — ҫӗршывăн тӑнӑҫлӑхне сыхлать.

Ҫарта служить туса таврăнсан Николай, пӗр хушӑ ялта ӗҫлет, унтан контракт çырса каллех Тӑван ҫӗршывшăн служить тума каять. Халӗ ӗнтӗ вӑл 10 ҫултанпа ҫар ҫынни. Хальхи вăхăтра Николай — ятарлӑ ҫар операцийӗнче. 

— Май пур чухне ывӑлпа калаҫсах тăратпăр. Унӑн ҫемйи Самарăра пурӑнать, пӗр хӗр ӳстереççӗ. Паллах, питӗ кулянатӑп, анчах арҫыннӑн ҫӗршыва хӳтӗлес тивӗҫ пур. Ывăлăм Тӑван çӗршыв хуралӗнче тăрать, ҫакăншăн мăнаçланатăп, — тет Ираида Нурина.

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Ираида Степановна колхозра тата ҫичӗ ҫул вăй хурать. Паян та ӗҫсӗр лармасть. Ӗне, пӑру усрать, пахчаҫимӗҫ ӳстерет, картиш тулли чăххи-чӗппи, хур-кăвакал. Юбиляра 9 мӑнукӗ хăйсен çитӗнӗвӗсемпе савăнтараççӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те килсех тăраççӗ.
Хисеплӗ Аннене хӑнасем, чи малтан, патриот ывӑл пăхса ӳстернӗшӗн чунтан тав турӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх, ывӑлӗпе чиперех тӗл пулса тăма сунчӗç. 

Малалла тăсса

Паянхи кун Çӗпрелӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗнче 200 яхӑн каччăпа арҫын контрактпа службăра тăрать. Кӑҫал 40 ытла контракт килӗшӗвӗ тунӑ. Пур ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем ҫинчен туллин пӗлес, документсене регистрацилес тесен 8 962 560-40-79, 8(84375)2-27-09 телефон номерӗсемпе шăнкăравлама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев