Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пасар: пӗри сутать, тепри туянать

Хаксем

Районта  тӗрлӗ  супермаркетсем уçăлсан та, лавккасем малалла ӗçлесе тăрсан та, пурнӑҫăмăрта пасар та хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатмасть. Унта илекенсен шучӗ те, сутакансем те ӳссе кăна пырать.

Мӗнле кăна продукци сӗнмеççӗ пасарта – метрӳшкерен, хурӑн милӗкӗсенчен пуçласа – инжир  таранах пур. Нумай çын – изюм, кондитер япалисем таврашӗнче.

Суту-илӳ ретӗнчен пӗринчен иккӗмӗшне куçа-куçа апат-ҫимӗҫ хакӗсене ыйтса пӗлетпӗр.

Çăмартан вунӑ штукӗ – 70-80 тенкӗ.

Пӑру ашӗн пӗр килограмӗ – 280ран 320 тенкӗ таран.

Сахӑр песокӗ (1 кг.) – 42 тенкӗрен пуçланать.

Пысăк сортлă  ҫӑнӑх (1 кг.) – 22 тенкӗрен пуçланать (Пăрăнтăкра  туса кӑлараканӗ).

Услам çăвăн пӗр килограмӗ – 290ран 390 тенкӗ таран.

Чи йӳнӗ сырăн пӗр килограмӗ  – 320 тенкӗ.

Сухан (1 кг.) – 25 тенкӗ.

Килте ӳстернӗ чӑхă ашӗн пӗр килограмӗ – 250 тенкӗ.

Хур тушки – 1500 тенкӗ.

Пыл (3 л.) – 900 тенкӗрен пуçланать.

Хамăр черетӗмӗрте, пасар хакӗсемпе лавккарисене  танлаштарас тесе, район центрӗнчи супермаркетсенче те çӳрерӗмӗр. Эпир кăларнă пӗтӗмлетӳсем пасарти апат-ҫимӗҫ хакӗсем йӳнӗрех пулнине кӑтартаççӗ.

Ҫавӑнпа çӳрет те ӗнтӗ халăх пасара.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев