Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Парнесемпе пуян, Тямайлă Сабантуй

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Сабантуй уявӗнче кӑҫал та лаптăк халӑхпа тулнăччӗ.

Ырӑ йӑлапа иртекен ҫулленхи наци уявӗ ялăн илемӗ пулса тӑчӗ, кунта чӑн-чӑн тăрăшуллă, пултаруллă, ӗҫчен ҫынсем пурӑннине тепӗр хут кӑтартса пачӗ.

Республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейре те хӑйне палăртма пултарнă «Цильна» хуҫалӑх, паянхи кунчченех ҫирӗп ура çинче тăрать. Кӗçӗн Чăнлă ялӗ çакăнта пурăнакансемпе, кунӗн-ҫӗрӗн тăрăшса ӗçлекен ӗҫ ҫыннийӗсемпе мăнаçланать. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та уяв ячӗпе саламланă вăхăтра та палăртса иртрӗ. 

— Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче тахҫанхи йӑла-йӗрке, никӗслӗ ӗç меслечӗсем пурӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ӗçчен пулни те ҫакӑн пек уявсене сулӑмлӑн ирттерме май парать. Малашне те ырӑ ӗҫсемпе ӗмӗре ирттермелле, ырă-сывӑ пурăнмалла пултăр, — терӗ вӑл.

«Цильна» хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Гафуров уяв пурне те хавхалану патӑр, вăл тепӗр ҫулчченех пытăр, тесе сунчӗ. 
Сабантуй уявӗнче уй-хирте, фермăра ӗçлекенсене тав туса, патшалӑх наградисене, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хатӗрленӗ пысӑк парнесем пачӗç. Хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Гафуров паян ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче службăра тăракан каччăсене те 100 пин тенкӗ уйӑрнӑччӗ. 

— Паян ялта, хуҫалӑхра чӑнахах та ӗҫе, хăйӗн кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне юратакан ҫынсем вăй хураççӗ. Малашне те пӗрлӗхлӗ пултӑр, пӗрле ӗçлемелле пултăр, — терӗ хуҫалӑхăн ертӳçи.
Саламсемпе, парнесем панă хыççăн Сабантуйăн вӑййисене старт пачӗç. Хусан хулинчен килнӗ эстрада артисчӗ Фирдюс Тямаев хӑйӗн пултарулӑх коллективӗпе вӑйăсенче хутшӑнакансене вăй-хăват парса тăчӗ, халăха хӑйӗн юррисене парнеленӗ.
Кам-тăр ҫак вӑхӑтра чӳлмек ватрӗ, кӗвентепе шыв йӑтрӗ, михӗсем тăхăнса чупрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑйӑсенче те хӑйсем пултăклă пулнине кӑтартма пултаракан кӗçӗнчăнлăсем пуç усмарӗç. 

Кӗçӗн Чăнлă ялӗ таврана вӑйлӑ кӗрешӳçисем пуррипе те палăрнă. Кӑҫал та ялăн пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах ял паттӑрӗсем кӗрешрӗç. Сабантуй паттӑрӗсем валли кӑҫал така та виҫçӗчӗ. Абсолютлӑ паттӑр Раиль Камалов пулса тӑчӗ. Ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем хушшинче Нияз Раимов паттăра юлчӗ. Хӑнасем хушшинче вара паттăр ятне Ринат Шардаров ҫӗнсе илчӗ. 

Арҫынсемпе пӗрлех, кӑҫал Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчи Сабантуйра хӗрарӑмсем те вăй виçрӗç. Хуҫалӑх ертӳҫи те вӗсене укҫан парнесем пачӗ.
Сабантуй уявӗ умӗн кăна ял ҫийӗн, вӑрахчен ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Унӑн сиплӗ тумламӗсем хыҫҫӑн, тырӑ пуссисем куçа курăнмалăх ешерни, уй-хирте выльăхӗсене курни — ҫаксем пурте ялӑн лайăх пурнӑҫне кӑтартса параҫҫӗ. Çитес ҫулсенче те ялта Сабантуй уявӗсем кӗрлессе шанăç пӗлтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев