Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Панегирик

Нина Алексеевна Макарована

(Платинана) хисеплесе, 
сума суса, ырă кăмăлтан 
Юбилей ячӗпе 
Матак ялӗ, Хыҫалти каc,
Раштав кунӗ, ҫăлтăрлă каҫ,
Харпăр килте тăваҫ уяв,
Янрать тулта хаваслă шав.

Ак пӗр самант шăпланчӗ кас,
Урам тăрăх саланчӗ сас.
Кӳршӗ Платин... Кам? Алексей
Пулӗ малашне кукаҫей.

Ун савнă мăшăрӗ Ануш,
Çак каҫхине хушнă мӗн йыш,
Халь ҫеҫ ҫуралнă ачана
Ӳлӗм чӗнӗҫ тесе Нина.

Ашшӗ-амăшӗ килӗнче,
Асламăш куҫӗ умӗнче,
Кунсеренех ача ӳсет,
Малта тӳлек вăхăт кӗтет.

Урам илӗртнӗ хăй патне,
Унтах тупнă тус юлташне.
Вара ăҫта кăна ҫитмен
Аслă туйăннă Тăван Ен.

Пăхмасăр пулнине ҫарран
Утса ҫитнӗ карьер таран.
Пуштӗрлӗ хӗрринчи йăмра,
Паян кунччен санăн асра.

«Куршанкă ҫыпҫăннă ара
Нинан кӗпи арки тавра», —
Тесе шӳтлетчӗ асанне,
Эсӗ ҫитсессӗн шкул ҫулне.

Тупăннă ӗҫ ача валли,
Тен, пулнăран пулӗ асли.
Ĕҫсен шучӗ чăнах нумай,
Малтан шăлнă пулӗ урай.

Сăпка сиктернӗ эс ăста,
(Пӗртăвансем халь кам ăҫта, 
Пуҫтарăнаҫ акăш патне
Хурса амăшӗ вырăнне).

Çӗкленӗ пусăри шыва,
Çулла пулсан тытнă ҫава.
Тутлă ҫырла пиҫсе ҫитсен,
Татма чаратчӗ вӗлтӗрен.

Иртсессӗн вăхăчӗ ҫырлан,
Кăмпа ӳстернӗ ват вăрман.
Çума пулăшнă япала,
Кăна уйрăм каламалла...

Ялран уйрăм çилсем ҫинче
Пурччӗ пусă кас вӗҫӗнче.
Унта ҫитме ҫӗтмен сукмак
Усă курнăран пур Матак.

Унăн ячӗ Мишша пусси,
Çынсемшӗн пысăкчӗ усси.
Пусă тавра лаптăк тӳрем,
Пусса илнӗ ăна ҫерем.

Унта ҫӳреттӗн пулăшма, 
Аннӳне япала ҫума.
Кунтах симӗс курăк ҫине
Типме хунă япалине.

Хӗрарăмсем ҫав хушăра
Çаврăнатчӗҫ тӗнче тавра,
Шӗкӗлчесе, сӳтсе явса
Пур хыпара та хак парса.

Çуркуннесем, кӗркуннесем,
Вӗҫсех иртрӗҫ яш вăхăтсем.
Хут те мӗнле эс ӳкӗтле
Çук. Пуштӗрлӗ юмасть калле.

Çитсен ҫитӗнсе хӗр ҫулне,
Ун чух тултаччӗ ҫуркунне.
Çӗпрелӗнче, шкул умӗнче,
Юлтăн салтакăн асăнче.

Виҫӗ хутчен унтан вара
Çеҫке тăкрӗ ҫӗмӗрт садра,
Тин хăйрӗ туйăмне уҫма
Пуҫланине чӗри ҫунма.

Юратнăран сана кăна
Эсӗ хирӗҫ уҫнă чунна,
Саплăк йӗкӗчӗ Валентин
Саншăн пулчӗ Тур пӳрнӗ ҫын.

Илен пуль хăш-пӗр чух асна
Пӗркенчӗк пӗркеннӗ куна.
Пуҫланине утма ҫулпа,
Хăшне ҫынсем тееҫ шăпа.

Тӳр килчӗ пуль ҫав хушăра
Курмашкăн хурапа-шурра.
Пурнăҫ ирттернӗ вăтанса, 
Атте-анне пилне тытса.

Иртни ҫинчен ҫитӗ паян,
Унта эсӗ час-час каян.
Аса илсе ларма аван,
Унта пуртан пур тус-тăван.

Килте пӗччен халь пурăнан,
Вучахри кăвара упран.
Хӗлсен парни кăвак ҫӳҫсем,
Çаплах сăнна кӳреҫ илем.

Хӗрарăмăн телей палли
Хăҫан ача сакă тулли.
Санăн ача пиллӗкӗн тан,
Пӗр-пӗринчен вӗсем аван.

Икӗ хӗрпе виҫ ывăлна
Çитӗнтернӗ парса чунна.
Хăйсем тахҫан атте-анне
Сан умăнта таяҫ пуҫне.

Тăрса ыйтаҫ Турă умне
Ӳстерме кунусен шутне.
Амăш вӗт ачишӗн хӗвел,
Ырă ăспа, тулăх сӗтел.

Эпӗ сирӗн кӳршӗ-пускил,
Ман салама ыйтатăп ил.
Çук та ҫитет, нумай пӗтет,
Турă патăр сире тивлет.

Борис Юдин. 06.01.2024

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев