Паллӑ ҫынсене вӗрентсе кăларнă
Шкул ҫулӗсем — этем пурнӑҫӗн асаилӗвӗсемпе тулнӑ манӑҫми тапхӑр
Матак ялӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ Семен Артемьевич Уганин ячӗпе тӑракан пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ӗлӗк-авалтанпах чаплӑ шутланнă, хальхи вара илемлӗ те.
Шкулăн çитӗнӗвӗсем
Вӑл хальхи врачсене, ҫар ҫыннисене, учительсене, журналистсене тата ытти професси ҫыннисене пуҫламӑш пӗлӳ тата воспитани панӑ.
Кӑҫал шкулта 55 вӗренекен ача пур, 18 учитель ӗҫлет. Шкула Мучелей, Шланка ялӗсенчен вӗренекенсем килеҫҫӗ. Педагогсем пурте аслӑ категориллӗ. Пӗлӳ çуртӗнче тӗрлӗ кружоксем ӗҫлеҫҫӗ. Физкультурӑпа вӗренме тренажерсемпе тата спорт хатӗрӗсемпе йӗркеленӗ спорт залӗ, библиотека, санитарипе эпидемиологи правилисемпе тата нормативсемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ столовӑй пур. Информатикӑпа ытти предметсен кабинечӗсенче компьютерсем, интерактивлӑ хӑмасем, мультимеди проекторӗсем вырнаҫтарнӑ. Вырӑс чӗлхин, информатикӑпа математикӑн урокӗсене база кӑна мар, профильлӗ экзамен пама, политехника аслӑ шкулӗсене кӗме вӗрентеҫҫӗ. Вӗренекенсем ытларах профильлӗ экзамен суйласа илеҫҫӗ те ӑна ҫӳллӗ баллсемпе параҫҫӗ.
Шкулăн ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар: «Традицисене упратпăр, малашлӑха тӑватпӑр» грант проектне хутшӑнса вӗсем 500 пин тенкӗлӗх грант выляса илчӗҫ, «Дружба» кабинет турӗҫ. Кунта тутарсемпе чӑваш национальноҫӗсен ачисем туслӑ та мирлӗ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кабинета та «Дружба» ят панă. Ҫак грант укҫипе шкул валли наци костюмӗсем ҫӗлеҫҫӗ, микрофонсем, музыка центрӗсем туянаҫҫӗ тата ытти те.
Шкулта тутар чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен районти методика пӗрлешӗвӗн мероприятийӗсем час-часах иртеҫҫӗ, учительсем ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
Вӗренекенсем кашни ҫулах районсемпе республикӑри конкурссене, олимпиадӑсене, наукӑпа практика конференцийӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ тата малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
«Эпир пӗрле» ача-пӑча халӑх пултарулӑхӗн республика фестивальне хутшӑннӑшӑн Полина Буланова 13-18 ҫулсенчи шкул ачисем хушшинче «Художествӑлла вулав» номинацире 2-мӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Историн чаплӑ страницисем. Геройсен шкулӗ» наукăпа практика конференцийӗнче хутшăнса вӗренекенсем 8 диплом ҫӗнсе илнӗ: Ника Кузнецова 1 вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ. «Шкулта тата аслă вӗренӳ çурчӗсенче экологипе таврапӗлӳ ӗҫ-хӗлне йӗркелесси» наукӑпа практика конференцине хутшӑнса, Ника Кузнецова малти вырӑна йышӑнчӗ.
«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историлле хаклӑхӗсем» ятлӑ шкул ачисемпе педагогсен регионсен хушшинчи наукӑпа тӗпчев конференцийӗнче çак шкул ачи Софья Ермолаева ҫӗнтерчӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «А. С. Пушкин произведенийӗсене пушӑ вӑхӑтра вулатпӑр» ҫемьери вӗренӳпе ҫутӗҫ акцийӗн шайӗнче «Пушкин диктанчӗ: А. С. Пушкин тата Раҫҫей халӑхӗсем» конкурсне хутшӑнса, шкулта вӗренекен Ева Кудрявцева 1 вырӑн йышӑннӑ тата дипломпа наградӑланнӑ.
«Литература шухӑшӗн тӗнчинче» художествӑлла вулав конкурсне хутшӑннӑшӑн Ангелина Тимошкина 3 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Амина Тазетдинова Пӗтӗм халăх хушшинчи XI «Глаголица» литература конкурсне хутшӑнать. Хусанти «Утăмсем» шкулӗнче йӗркеленӗ пилӗк кунлӑх литература сменине хутшӑнакан 2687 ҫынран 130 вӗренекен (ҫав шутра Амина та) тӳлевсӗр путевкӑсемпе наградӑланчӗç.
Амина Тазетдинова:
— Пирӗн хушӑра Францирен, Грецирен, АПШ, Италирен, Турцирен, Молдовӑран, Узбекистанран, Казахстанран килнӗ ҫамрӑк авторсем пурччӗ. Хусан пире интереслӗ экскурсисемпе, усӑллӑ тӗлпулусемпе, мастер-классемпе савӑнтарчӗ. «Телейлӗ историсем» фонд пулӑшнипе туса кӑларнӑ сборникра хӑвӑн пултарулӑхусене курма кӑмӑллӑ пулчӗ.
Шкул учителӗ Татьяна Мосейкина Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗлӳ хыҫҫӑн ҫӳрени» педагогсем валли реклама видеороликӗсен конкурсне хутшӑнать тата ҫӗнтерӳҫӗсен дипломӗпе наградӑланать.
«Шкул ачин чи лайӑх культура дневникӗ» конкурса хутшӑннӑ Милана Тяхинана диплом тата Хусанти «Юмах» культура центрне путевка парăнать. Яна Шингарева, Анастасия Емельянова, Полина Буланова тата Софья Ермолаева Хусанти шкул ачисен слетне хутшӑнаҫҫӗ.
Искусствăна юратма вӗренеççӗ
Кунта пуҫламӑш классенче вӗренекенсемпе ӗҫлессине те пултарулӑх лаптӑкӗнче йӗркеленӗ. Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ «Çамрӑк театралсем» ача-пӑча театрӗ ӗҫлет. Театр ертӳҫисем Людмила Лысова, Татьяна Мосейкина тата Маргарита Кузнецова.
Людмила Алексеевна Лысова Матак вӑтам шкулӗнче 1989 ҫултанпа, Теччӗри педагогика колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярахпа педагогика институтне вӗренсе пӗтерет. Нумай ҫул хушши унăн педагог-организаторӑн, шкул директорӗн заместителӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫлама тивнӗ, 2000 ҫултанпа вӑл пуҫламӑш классене вӗрентет. Кӑҫал вӑл 3-мӗш класа ертсе пырать, ку унӑн улттӑмӗш кӑларӑмӗ. Çак театра никӗслекене те — Людмила Алексеевна.
Татьяна Николаевна Мосейкина — 2 класс ертӳҫи, вăл 1 категориллӗ педагог. Унӑн ӗҫ стажӗ 31 ҫул шутланать. Хӑйсен вӗренекенӗсемпе вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑнаҫҫӗ, наградӑсемпе грамотӑсем илеҫҫӗ.
Маргарита Ивановна Кузнецова — пуҫламӑш классен учителӗ, Матак вӑтам шкулӗнче 1986 ҫултанпа ӗҫлет. Канашри педагогика колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мухтанать. Вăл 1-мӗш категорири учитель.
Вӗренӳпе воспитани процесӗнче шкула ҫемьерен уйӑрма май ҫук, результачӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ чухне ҫеҫ савӑнтараҫҫӗ.
Шкул директорӗ Марина Ермолаева:
— Педагогсен коллективӗ ашшӗ-амӑшӗпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӗсем хутшӑннипе эпир воспитани темисене вӗренме, сывлӑх сыхлавӗн, право сыхлав органӗсен ӗҫченӗсемпе тӗлпулусем, кану каҫӗсем, спорт уявӗсем ирттеретпӗр. Ашшӗпе амăшӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленес енӗпе пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.
— Пирӗн шкулта вӗреннипе пӗрлех ача-пӑча таланчӗсене уҫасси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пирӗн ачасем ҫутӑ, ӑшӑ пӳлӗмсенче вӗренеҫҫӗ, тӗрлӗ конкурса, мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ, çитӗнӳсем тӑваҫҫӗ, — теҫҫӗ ашшӗпе амӑшӗсем те.
Малалла тăсса
Хальхи Матак шкулӗн ҫуртне 1982 ҫулта туса лартнă, 2014 ҫулта унта юсав ирттернӗ. Шкула юсанă ӗҫре «Технониколь» организацин ертӳҫи Сергей Колесниковпа ФСБ генерал-майорӗ Валерий Кузнецов пысӑк пулӑшу панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев