Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Палăк уçăлчӗ

Владимир Ильин

 

Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Çӗршывăмăрăн халăхӗ кăçал акă нимӗç фашисчӗсене çӗнтернӗренпе 78 çул çитнине паллă турӗ.

Пирӗн Хулаçырми ялӗн территорийӗнче Çӗнӗ Чакă ялӗнче вырнаçнă ялта чăвашсемпе тутарсем питӗ туслă пурăнаççӗ. Чăвашсем тутарла, тутарсем чăвашла кăмăлласах калаçаççӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ытти ялсенчи пекех, Çӗнӗ Чакă ялӗнчен 243 арçын вăрçа тухса кайнă, анчах та 113шне кăна тăван ялне каялла таврăнма пӳрнӗ.

Вăрçăра вилнисене асăнса палăк лартасси вара ял-йыша яланах пăшăрхантарнă. Çак ӗçе тума Хулаçырми ял пуçлăхӗпе Николай Усмендеевпа район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа сӳтсе яврӗç.

Майăн 8-мӗшӗнче Çӗнӗ Чакăра ял халăхӗ пуçтарăнчӗ, Ульяновск хулинчен те хăнасем килчӗç. Уява уçса район пуçлăхӗ Марат Гафаров тав сăмахӗ каларӗ. Николай Усмендеев çак палăка лартнă çӗрте ӗçсем тума пулăшнă Ольга Портнована Тав çырăвӗ пачӗ. Шкул ачисем литмонтаж кăтартрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев