Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пахча-çимӗç ӳстерекен Альфред

Альфред Хайруллинăн паян 230 гектара яхăн ҫӗрӗ пур. Унта вӑл тӗрлӗ ҫырла тата улма йывăççисем ӳстерет

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тесе шутланнă коллективра паян ҫичӗ ӗҫчен пур. Сезон вăхăтӗнче плантацисенче ӳсентӑрансене пӑхас, тымартан апатлантарас енӗпе вӑтӑра яхӑн çын вăй хурать. Çырласем ӗлкӗрсен вара вӗсене пуçтарса илнӗ çӗрте 80-90 ҫын ӗçлет иккен. Пӗтӗмӗшле илсен, кунта ӗç апрельтен пуçласа  декабрь уйӑхӗччен тăсăлать.

– 2016 ҫулччен Хусанта пурӑнтӑм. Икӗ аслӑ вӗренӳ çуртне вӗçлесе зоотехник тата экономист специальноҫне алла илтӗм. Хулара пысӑк пулман пӗр  строительство организацийӗн ертӳҫиччӗ, темиҫе пурӑнмалли ҫурт-йӗр туса усă курма патăмăр. Самана улшӑнса кайсан, ӗҫ илсе пырасси йывӑрланчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ пуҫăма тӗрлӗ шухӑшсем киле пуҫларӗҫ. Улма-çырла пахчине аталантарасси тахҫанхи ӗмӗтчӗ. Çапла пӗр вăхăт Хусантан ун чухнехи район пуҫлӑхӗ Александр Шадрикова шӑнкӑравларӑм,  улма-ҫырла ҫитӗнтерсе пăхма кӑмӑл пуррине каларăм. «Атя, таврӑн, май килнӗ таран  хам та пулӑшăп», – терӗ вӑл. Ҫакӑн хыҫҫӑн пахчаçă  пулса кайрăм, КФХ йӗркелерӗм, ӗҫӗм ӑнӑҫлӑ пынине курса, пайщиксем хӑйсен участокӗсене мана пама пуҫларӗҫ. Халӗ манăн  230 гектар ҫӗр шутланать. Çӗр мӗн чухлӗ пулсан та ытлашши мар, ҫырла участокӗсене кăна ӳстерсе пыратăп. Ҫырла кирлӗлӗхӗ вара питӗ пысӑк, Чӗмпӗрти, Хусанти, Мускаври тата Самарăри пек йӗри-таврари потребителсем çинчен каласа тăрасси те çук, – каласа парать фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи.

Ҫулсеренех ҫырла вӗретсе 2-3 пин банка варени хатӗрлесе сутма та кăлараççӗ иккен. Альфред Хайруллин каланӑ тӑрӑх, кунта ӳстерекен викторипе хăмла çырли тӗммисене Италирен илсе килнӗ. Вӗсен тухăç парасси те пирӗннинчен чылай пысӑкрах. Унтан вӗсене пӑхса ӳстересси, шывпа тата хушма удобренисемпе тивӗҫтересси, хӗллехи тапхӑрта сыхлас енӗпе мерăсем йышăнасси те Итали технологийӗпе ӗçленет. Çак ӗçе ертсе пыракансем ҫырла ҫитӗнтерессин мӗнпур вăрттăнлăхӗсене пӗлеҫҫӗ. Кашни ҫулах «Раҫҫей ҫырли» халăхсен хушшинчи конгресӗсенче хутшӑнса опычӗсене ӳстереççӗ.

– Акă ӗнтӗ эпир улмуççисем те лартса, çак ӗçе хута ярасшăн. Тамбов облаҫӗнчи В.И. Мичурин ячӗллӗ наукӑпа тӗпчев сад ӗçӗн институчӗпе пӗрле хутшăнса ӗçе илсе пыма пуҫларăмăр. Вӗсенчи питомниксенчен эпир ҫӗр пин ытла улмуҫҫи илсе килсе лартрӑмӑр. Лартнӑ хунавсем пирӗн енчи çӗре кăмăлларӗç. Пурте чӗрӗлчӗç, çулçă кăларчӗç, – тет Альфред.

Ертӳҫӗ Краснодар крайӗнчи тата ытти регионсен институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет, вӗсенчен канашсем те илет.

– Пӗр гектар ҫине панулми пӗр пин штук ытла лартмалла. Чăннипех те çак ӗçпе интересленсе тупӑш илес тесен улмуççие 100 гектар ытла лаптăк çинче ӳстерме сӗнеҫҫӗ. Çав вăхăтра кăна ăнăçлă пулать, –  тет вăл. Улмуҫҫисен ӳсӗмне кура пасара кашни кун пилӗк тонна панулми кӑларма шутлаҫҫӗ.

Шӑварас ыйтӑва та обществăра татса панӑ.

– 29 миллион тенкӗлӗх проектпа смета докуменчӗсене туса хатӗрлерӗмӗр. 70х30 Федераллă программă- на  хутшăнтăмăр. Республика Президенчӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе эпир 11 миллион тенкӗ укçа илнӗччӗ. Пӗверен 3,5 ҫухрӑм тăршшӗ çӗр айӗнчен магистраль труби тăсрăмăр. Оборудованисене илсе килсе пӗтертӗмӗр темелле. «Татмелиораци» организаципе усӑ курса шăварас ӗçе пурнăçлама пулмасть-ши тесе шутлатпăр, – тесе калаçрӗ ертӳҫӗ.

Пӗвепе улмуҫҫи пахчи хушшинчи 12 гектар лаптӑкра вӑрман йӑрӑмӗ те лартнӑ. Ку, пӗрремӗшӗнчен, ҫутҫанталӑка ешӗллентерни пулсан, иккӗмӗшӗнчен, вӗсем улмуҫҫисене хӗллехи сивӗ ҫилсенчен хӳтӗлӗç. Улма-ҫырлапа улмуççисене ӳстермешкӗн кустӑрмаллӑ икӗ трактор тата пӗр грузовик илнӗ. Тепӗр «МТЗ – 82» маркăллă трактор туянма ӗмӗтленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев