Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть

01 асăрхаттарать

Иртнӗ ҫулсен статистики ҫурхи тапхӑр пуҫлансан ҫурт таврашӗнчи участоксенче, уй-хирсенче, çырма-çатрасенче типӗ курӑка вут çунтарнине пула килсе тухнӑ пушарсен шучӗ ӳснине кӑтартать. Кун ҫинчен Пӑвапа Çӗпрел муниципаллă районӗсенчи надзор ӗҫӗн уйрăмӗн аслӑ инспекторӗ, шалти службӑн майорӗ Инсаф Шакиров пӗлтерет.

Инсаф Шакиров каланӑ тӑрӑх, административлӑ мерӑсем йышӑннӑ пулин те, уй-хирсемпе кил-ҫурт таврашӗнчи участоксенче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарасси малалла пырать. Кӑҫал та иртнӗ çултан юлнă, ҫӳллӗ ӳснӗ тата типсе кайнӑ курӑк нумай. Енчен ӑна чӗртсе ярсан, ку хӑрушӑ лару-тӑру патне илсе ҫитерме пултарать.

– Районти ҫынсене чӗнсе каласа, кил таврашӗнчи участоксенче кӑвайт ан чӗртӗр, тесшӗн. Мӗншӗн тесен, хăш-пӗрисем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пăхăнманнине пула хӑш чухне ыттисем те сиен кураççӗ.

Ҫавӑн пекех, районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата организацисен ертӳҫисене пушарсем ҫинчен пӗлтернӗ хыпарсем килнӗ хыҫҫӑнах ирӗклӗ пушар формированийӗсем çав вăхăтрах вырӑна тухса кайма тивӗçли ҫинчен асӑрхаттаратӑп, – тет аслӑ инспектор.

Типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухнехи пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсем:

– типӗ курӑкпа улӑм юлашкисене ҫунтарма пачах чараҫҫӗ;

– халӑх пурӑнакан вырӑнсенче тата вӑрман таврашӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть;

– ҫунса пӗтеймен пирус тӗпӗсемпе шӑрпӑка типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫап куписем ҫине пӑрахма юрамасть.

Справка

Республика территорийӗнче типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа, юлнă улӑма, хӑмӑла ҫунтарнă фактсене тупса палӑртас енӗпе космос мониторингӗ ирттереҫҫӗ, ҫав информацие административлӑ е уголовлӑ ӗҫе хускатас тесе надзор ӗҫ-хӗл уйрăмӗн территорири подразделенийӗсене параҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев