ОСАГО: мӗн улшӑнӗ?
Автомобиле учета лартма полис кирлӗ пулмӗ
Патшалăх Думи виççӗмӗш, юлашки вулавра черетри закона йышăнчӗ. Унпа килӗшӳллӗн автомашинăна 2025 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнче учета лартма ОСАГО полисӗ кирлӗ пулмӗ.
Халӗ улшăнусем «РФ транспорт хатӗрӗн патшалӑх регистрацийӗ çинчен» закона улшӑнусем кӗртӗҫ. Полиса ҫӗнӗ автомобиле регистрациленӗ чухне те, харпӑрлӑха улӑштарнӑ чухне те ыйтмаҫҫӗ. 2024 ҫул вӗҫӗнче фотовидеофиксаци камерисем ОСАГО полисӗ пулманнишӗн штраф хывӗç, тесе кӗтеççӗ. Ҫавӑнпа та регистрациленӗ чухне полис пуррине тепӗр хут тӗрӗслени пӗлтерӗшлӗ пулмӗ.
Машинӑна учета мӗнле лартӗç?
Машина хуçисем валли принциплӑ улшӑнусем ҫук. ОСАГО полисӗ кирлӗ пулмӗ.
Малтанхи пекех, автомобиле 10 кун хушшинче регистрацилемелле. ГИБДДра черете ҫырӑнма Патшалăх услугисен порталӗ урлӑ пулать. Ҫакӑн пек документсем кирлӗ:
— РФ гражданинӗн паспорчӗ;
— транспорт хатӗрӗн паспорчӗ (енчен вăл хут форминче пулсан);
— регистрацилени ҫинчен калакан свидетельство (енчен автомобиле тепӗр хут регистрацилесен);
— суту-илӳ килӗшӗвӗ;
— патшалӑх пошлинине тӳлесси ҫинчен квитанци.
Страховкӑсӑр ҫӳреме юрать-и?
ОСАГО полисӗсӗр çӳреме юрамасть — уншӑн КоАПăн 12.37,2 статйипе 800 тенке яхӑн штраф хурӗҫ. Кунсӑр пуҫне, енчен харпӑрлӑхҫӑ ГИБДДна килмесен, автомобиле регистрацилеме пулмӗ. Урăхла каласан, полиссӑр регистрацие пурнӑҫламалли пӗртен-пӗр ҫӑмӑл меслет — машинӑна ГИБДДна эвакуаторпа илсе килесси, унтан ӑна стоянкӑна илсе ҫитересси.
Тата мӗн улшӑнӗ?
Автомобиле учета лартнă чухне ОСАГО полисне обязательнӑй документсен переченӗнчен кӑларса хăварни — законра пӗртен-пӗр улшӑну ҫеҫ мар.
Хальхинчен уйрăмрах пулнă май, 10 кун кӗтмесӗрех машинӑна учетран кӑларма пулать. Кун пек чухне суту-илӳ килӗшӗвне патшалăх услугисен сайчӗ урлӑ тумалла е нотариус патӗнче çирӗплетмелле пулать. Çавăн пекех, автомобиле вăрласа тарнă тӗслӗхре, регистрацие çавăн чухнех чарма пулӗ.
Ку вӑл автомобилӗн ҫӗнӗ хуҫи право йӗркине пӑснӑшӑн ӗлӗкхи хуҫине штрафсем ан килччӗр тесе кирлӗ. Ҫавӑн пекех ҫак тапхӑрта транспорт налукне те тӳлеме тӳрӗ килмӗ.
Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ пурнăçа ҫӑлса хӑварать
Августӑн 4-мӗшӗччен пӗтӗм республика территорийӗнче «Хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗ» оперативлӑ-профилактика мероприятийӗ иртет.
Ҫак мероприятийӗн тӗллевӗ — ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшӑнакансен тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе усӑ курас енӗпе административлӑ правӑна пӑсассине асӑрхаттарасси тата тăвас марри. Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспорт хатӗрне çӳретнӗ чухне водителӗ хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе хӑйӗн те ҫыхăнмалла тата пиçиххипе ҫыхăнман пассажирсене лартса ҫӳретме тивӗçлӗ мар. Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курмалли правилӑсене пӑснине регистрацилесси, çав вăхăтрах, çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснă тӗслӗхсене фотовидеофиксаци комплексӗсемпе автомат режимӗнче те туса пырăнать, ҫакӑн хыҫҫӑн закона пăснă водителсене административлӑ яваплӑх палăртаççӗ. Асра тытăр, транспорт хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗсем тӗпченӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курни водителе тата малти ларкăч çинчи пассажира çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилесрен тата суранланасран 50%, кайри ларкӑч ҫинчи пассажирсемшӗн 25% чакарать. Çул-йӗр юхăмӗнче вара хăрушсăрлăх пиçиххине лектернӗ тӗслӗхре сывă юлас шанăç пилӗк хут ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев