Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ОРВИпе чирлекенсен шучӗ ӳсет, коронавирус та чакма шутламасть

Вунă кунлăх

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров организаци, предприяти, ял хуҫалӑх обществисен  ертӳҫисемпе ирттернӗ ларура коронавируса хирӗҫ тӑрассишӗн сыхланмалли мерăсене вӑйлатма кирли çинче чарăнчӗ.

Ларура тухса калаçнă Шалти ӗçсен министерствин районти уйрăмӗн начальникӗ Рустам Мухаметзянов:

– Иртнӗ шӑматкун ТР Президенчӗ Рустам Минниханов видеорежим форминче канашлу ирттерчӗ. Унта хускатнă тӗп ыйту – республикӑра коронавируса хирӗҫ профилактика мерисене тивӗҫтересси пулса тӑчӗ. Уйрăммăн илсен, маска режимӗ тӗрӗс пурнăçланмасть. Ку пирӗн район çыннисене те пырса тивет. Обществăлла суту-илӳ вырӑнӗсенче маска тăхăнса ҫӳремелле, – терӗ.

– Уйрăм сотрудникӗсем районăн пурăнмалли пункчӗсенче маска режимне  сыхлас енӗпе профилактика мероприятийӗсене илсе пыраççӗ. Ҫак ӗҫӗн пӗлтерӗшне ӑнланманнисен  тӗлӗшпе штраф санкцийӗсемпе те усӑ кураҫҫӗ.

Анчах пирӗн тӗллев штраф хывасси  мар, халӑха хӑрушă чирсенчен сыхласси, – терӗ Р.Мухаметзянов.

Лару пынă вӑхӑтра районта, кӗркунне çитнипе çыхăннă май, çивӗч респираторлă чирсемпе чирлекенсен шучӗ нумайланни çинчен те паллă пулчӗ. Чирлекенсене илсен вара, ОРВИ тӗслӗхӗсем, иртнӗ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 176 процента ӳснӗ. Ӳпке шыççин (пневмони) чирӗ иртнӗ çул çак вăхăтра 31 тӗслӗх регистрациленнӗ пулсан, кӑҫал ӗнтӗ çак кӑтарту 200тен иртсе кайнă. Ҫавӑнпа та камӑн чир паллисем пулнисене,  тăхтаса тăмасăр  тухтӑр патне кайма сӗнеççӗ. Маскӑна та янах айӗнче мар, ҫӑвара, сӑмсана хупласа тăхăнса çӳремелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев