Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ОРВИ, ОРЗ тата грипран сыхланмалли мерăсем

Çанталăка шанмалли çук: паян -10 градус пулсан,  ыран термометр  +5 градус та кăтартма та пултарать. Çакă сывлăха начар витӗм парать, ОРВИпе чирлекенсен шучӗ ӳсет, питех те пӗчӗккӗ ачасем чирлеççӗ, теççӗ врачсем.

Шăнса пăсăласран, грипран мӗнле сыхланмалла? Çак канашсем сире чиртен сыхланма тата хăвăртрах сывалма пулăшӗç.

1. Килте лармалла. Веçех сывалса çитсен кăна ӗçе, вӗренме каймалла.

2. Енчен те килте ларма май пулмасан, маска тăхăнмалла. Ăна кашни 4 сехетсерен улăштарса тăмалла. Сывă çынсене вара маска тăхăнса çӳренинчен нимӗнле усă та пулмӗ. Вăл организма вирус кӗрессинчен сыхлаймасть.

3. Чирленӗ вăхăтра алă парса сывлăх сунма, ыталанма, чуп тума юрамасть.

4. Тӗп профилактика мероприятийӗ – пӳлӗмсене уçăлтарни. Çанталăк улшăнни вирусăн калăпăшне чакарать, пӗр вăхăтрах чир çăл-куçне кăларса тăратма та пултарать. Эпир вӗт вируса çанталăкпа куçать тетпӗр. Енчен те килте чирлӗ çын пур иккен, пӳлӗме час-часах уçăлтармалла.

5. Кварцпа усă курни. Ультрахумăн çутă пайăркисем вируссене вӗлереççӗ.

6.Аллăрсене супăньпе час-часах çăвăр.

7. Дезинфекцилекен хатӗрсемпе килти пӳлӗмсене çуса, тасатса тăмалла. Час-часах усă куракан пӗрлехи япалсене (теттесене те) дезинфекциленин эффективлăхӗ пулать.

8. Кашни çын хăйӗн организмне лайăх пӗлет. Мӗнле витаминсем ӗçмеллине врачпа та канашлама май пур. Кам-тăр гомеопати препарачӗсемпе,     хурт-хăмăр продукцийӗпе, фитоиммуномодуляторсемпе, интерферон препарачӗсемпе усă кураççӗ. Халăх медицинипе те усă куракансем пайтах.

Анчах ачасене профилактика ирттермелли эмелсене врач канашӗсӗр пама юрамасть. Çакă çире пур хӗрарăмсене те пырса тивет. Амăшӗ тата варти ачашăн хăрушсăр пулсан кăна профилактика ирттермелли эмелсем тата ытти тӗрлӗ сыхланмалли мерăсемпе усă курма пултаратăр.

Организм чирсене хирӗç тăрассине вăйлатакан витаминсен комплексӗ, аскорбин кислоти пулăшма пултарать. Аскорбин кислоти йӳçӗтнӗ купăстара, цитруслă çимӗçсенче, пылак болгар пăрăçӗнче нумай. Купăста салачӗсем те иммунитета çирӗплетеççӗ.

Профилактикăшăн рациона ыхра, сухан кӗртни те усăллă пулать. Кунне икӗ     ыхра çини çăвар ăшӗнчи бактерисене пӗтерет. Пахчаçимӗçсене, улма-çырлана кашни кун çини организмри веществосен ылмашăвне лайăх витӗм парать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев