Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Олимпиадăран ăнăçусемпе

Тăван чӗлхе

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Илья Николаевич Ульянов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх университетӗнче халăхсен хушшинчи чӑваш чӗлхипе литература олимпиади иртрӗ.

Асӑннӑ олимпиадӑна чӑваш чӗлхине юратакан шкулта  вӗренекенсемпе тӗрлӗ çӗрте ӑс пухакан студентсем хутшӑнчӗç. Олимпиада икӗ направленипе иртрӗ: «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ».

Олимпиадӑна пурӗ 49 вӗренекенпе студентсем хутшӑнчӗç. Вӗсенчен 19-шӗ призерсемпе çӗнтерӳçӗсем пулса тӑчӗç. Çӗпрел районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем те хутшӑнса,  тивӗҫлӗ вырӑнсем йышӑнчӗҫ: Егор Молгачев, Упи вӑтам шкулӗ, ҫӗнтерӳҫӗ (ертӳҫи Н.А.Сердцева);

Ксения Семенова, Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗ, призер (етрӳҫи Н.В.Григорьева);

Валерия Захарова, Аслă Аксу вӑтам шкулӗ, призер (ертӳҫи В.Н.Ярмушова);

Мария Егорова, Аслă Аксу вӑтам шкулӗ, призер (ертӳҫи В.Н.Ярмушова);

Валерия Артемьева, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, призер (ертӳҫи А.Н.Арсентьева).

Саламлатпӑр! Ачасемпе вӗсен ертӳçине малашне те пысӑк çитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев