Олимпиада призерӗсем
Ҫӗпрелӗн шкул ачисем олимпиадӑсенче хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарса тăраҫҫӗ.
Ҫак кунсенче 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗн вӗренекенсем Анна Мускатиновапа Данияр Тазетдинов (вӗрентекенӗ Шамиль Тазетдинов) физика енӗпе республика олимпиадин пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче малти вырӑнсене çӗнсе илчӗç.
Ҫавӑн пекех, Çӗнӗ Упи тӗп пӗлӳ паракан шкулăн вӗренекенӗ Эвелина Ятманова (ертӳҫи Ангелина Ятманова) ют чӗлхепе ирттернӗ республикăри видеороликсен конкурсӗнче призер пулса тӑчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев