Общество итлевӗсем иртеҫҫӗ
Тутарстан Республикинчи чӗрчунсен тӗнчин объекчӗсене сыхлас тата усӑ курас енӗпе ӗҫлекен управлени республика территорийӗнче сунар ресурсӗсен 2020-2021 ҫулсем валли лимитне çирӗплетес тӗлӗшпе документсем хатӗрлес ӗҫ пуҫланнине пӗлтерет. Ҫавна май республикӑри районсенче общество итлевӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Ыйтусем е сӗнӳсем пулсан, Тутарстан Республикинчи чӗрчунсен тӗнчин объекчӗсене сыхлас тата усӑ курас енӗпе управленине март уйӑхӗн 24-мӗшӗччен 420021, Хусан хули, Карим Тунчурин урамӗ, 29-мӗш çурт адреспа е ojm@tatar.ru электронлӑ адреспа пӗлтерме пулать.
Ку ыйтупа Ҫӗпрелӗнчи общество итлевне март уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 10.00 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Мероприяти çак адреспа иртет: Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральная урам, 15-мӗш çурт.
Пӗтӗм информаципе управлени сайтӗнчи http://ojm.tatarstan.ru ссылкӑра паллашма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев