Нумай курнă, тӳснӗ аслă ăру çыннисем
Хыпарсем

Нумай курнă, тӳснӗ аслă ăру çыннисем

​​​​​​​Февралӗн 23-мӗшӗнче Мария      Родионовна Муллина 90 ҫул тултарчӗ.

Ветерана чысласа

Ӗç тата тыл ветеранне Мария Родионовнана район ертӳҫи ячӗпе саламлама ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов килнӗччӗ. Вӑл юбиляра РФ Президенчӗн В.Путинăн Саламӗпе чысларӗ тата район пуҫлӑхӗн  Марат Гафаров ятӗнчен парне пачӗ, ăшшăн саламласа нумай-нумай çул хушши пурăнма ырлăх-сывлӑх,  çывăх çыннисен тимлӗхне сунчӗ.

Мария Родионовна Кӗҫӗн Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ачалӑхӗ йывăр вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килнӗ. Ăна выҫлӑхне те, нуши-тертне  те нумай курма тӳрӗ килнӗ.

Мария Родионовна мăшăрӗпе  ултӑ ача çуратса  ӳстернĕ, вĕсене пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Хальхи вăхăтра ачисемпе мăнукӗсем Ульяновск хулинче тата Ульяновск облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Хăйне телейлӗ туять Мария Родионовна, пӗччен мар вăл ватлăх кунӗсенче. Ульяновск облаçӗнче пурăнакан тăван хĕрĕ Галина, ăна пӗчӗк ачана пăхнă пек пăхать. Ҫавăнпа ӗнтӗ ватă ҫыннăн кун-ҫулӗ те вăрăм.


Нет комментариев