Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Нумай функциллӗ пункта ыйтупа килекенсем нумай

Çак организацире 260тан ытла тӗрлӗ ӗç енӗпе пулăшу кăтартаççӗ

Çак кунсенче вӗсем патӗнче «халăх юхăмӗ» тесе каласан та йăнăш пулмасть. Ку мӗншӗн çапла тата организацийӗн паянхи ӗçӗ-хӗлне уçăмлас тӗллевпе эпир уйрăмăн ертӳҫине Эльмира Ханзярована темиҫе ыйту патăмăр.

– Эльмира Рифкатовна, паянхи кун халӑх сирӗн организацие нумай ыйтусемпе килни мӗнпе çыхăннă, е çулталăкăн кашни пулăмӗнче те сирте çапла халăх нумай?

– Паянхи кун пирӗн нумай функциллӗ центрта 260тан ытла тӗрлӗ патшалăх пулӑшӑвӗ кăтартаççӗ. Кӑҫалхи çулăн юлашки ултӑ уйӑхӗнче пирӗн пата  кунсерен хăйсем е доверенноçпа 100-120 ҫын ыйтупа килет: документсем параҫҫӗ, ӗçлӗ пулăшăвăн хатӗр результачӗсене илеҫҫӗ, консультаци ыйтма килеҫҫӗ тата ытти те. Октябрӗн юлашки эрнинче заявлени паракансен юхăмӗ  кӑшт чакрӗ,

– Центрта миҫе специалист пулӑшу кăтартать? Вӗсем мӗнпур информацие ӗçе кӗртсе пӗтерме ӗлкӗреççӗ-и?

– Пирте штат енӗпе 4 ӗçчен шутланатчӗ. Октябрӗн 1-мӗшӗнчен, филиал ертӳҫине те кӗртсе, 5 ӗçчен ӗҫлеме пуҫларӗ. Паянхи кун документсене йышăнас-парас енӗпе 5 «чӳрече» (окошко) ӗҫлет. Майăн  15-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 15-мӗшӗччен 3 документ йышăнакан-паракан «чӳрече» ӗҫлерӗ. Специалистсем пӗр вӑхӑтрах залра консультантсем тата йышӑнӑва пурнӑҫлакан ӗçченсем те пулса тăраççӗ. Ыйтупа килекенсем нумай пулнă чухне вара консультант документ йышăнакан-паракан чӳречере йышăнать. Чӳречесен шучӗ ӳсни черетре кӗтмелли вӑхӑта витӗм кӳрет. Енчен çуллахи тапхӑрта, субсидисене илессишӗн налуксем енӗпе парӑм ҫукки ҫинчен справка илессишӗн граждансем нумай килнӗ чухне кӗтессин вӑтам вӑхӑчӗ 35-40 минута тӳрӗ килнӗ пулсан, паянхи кун черете кӗтмелли вӑхӑт вӑтамран 20 минута тӳрӗ килет. Эпир ăна 15 минутран ирттерес марришӗн ăнтăлма тăрăшатпăр.

– Центрта банкомат, инфоматсем пулни те пулăшу кăтартас пахалăха ӳстерет мар-и?

– Çапла, центрта, йышăну тата документсем памалли залра, патшалăх пошлинине укçалла та, çавăн пекех «Ак Барс Банк» инфокиоскӗ урлă, банк карточкипе те, тӳлеме май пур.

Кашни ӗҫченӗн ӗç сӗтелӗ çинче банк карттин патшалăх пошлинине тӳлессишӗн инфокиоск вырнаçтарнă, электронлă черет йӗркеленнӗ.

– Хăтлăхсем туса панă, тетпӗр. Çапах та йышăнăва килнӗ çыннăн пӗрремӗш черетре мӗн тума тивӗçлӗ?

– Йышăну электронлӑ черет терминалӗ урлӑ, талон системи енӗпе илсе пырăнать. Залра моноблок, «хӑна» компьютерӗ пур, унта ыйтупа килекенсем  хӑйсен уйрăм кабинечӗ урлӑ кирлӗ патшалӑх пулӑшӑвне илме, йышӑнӑва ҫырӑнаççӗ.

Çын пирӗн центра ыйтупа  килсен çак схема вăйра: консультаци парасси, заявлени  тата документсем йышăнасси. специалистсем йышӑннӑ документсене тивӗçлӗ органсене ярса параççӗ, унăн хуравне те, урăхла каласан хатӗр документсене ыйтупа килнӗ çынна параççӗ.

 – Халăха мӗн пăшăрхантарать, центра ытларах мӗнле ыйтупа  килеççӗ?

– Кӑҫалхи çулăн 9 уйӑхӗнче, сăмахран,  1663 заявлени йышăннă. Вӗсен хушшинче тӗрлӗ характертисем: куçăмсăр пурлăха патшалăх регистрацийӗ урлă ирттересси, ЕГРНран справка илесси, налук хучӗсене шыраттарасси, куар кодсемпе çыхăннисем тата ыттисем те пурччӗ. РФ гражданин паспортне парас,  улăштарас енӗпе 614 ӗçлӗ пулăшу, Раҫҫей Федерацийӗн чиккисенче пулнин вырăнӗ тата пурӑнакан вырӑнӗ енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене регистрацине учета илес (документсене йышӑнмалли пайра) енӗпе 478 пулăшу, судпа айăпланнă е айăпланманни çинченхи справка парас енӗпе 175 пулăшу, машина çӳретмелли удостоверенине улăштарас енӗпе 139 ӗçлӗ пулăшу кăтартнă, 5 çула (кивӗ тӗслӗхре) ют çӗршыв паспорчӗсене парас енӗпе  31 заявление пӑхса тухнӑ. Пенси фончӗ енӗпе район ҫыннисене  519 пулӑшу кăтартнă.

Ҫапла, налук инспекцийӗн служби енӗпе пулăшу кăтартассине те пирӗн центра çирӗплетсе пачӗç. Ҫавăнпа çыхăннă май, халăхран 1184 справка йышăннă тата панă. Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн центра çын мӗнле пулӑшу  ыйтса килсен те, ӗçлекен ăна налук парӑмне тишкерсе пăхма сӗнет. Кăçалхи иртнӗ тапхăрта 6692 заявлени параканăн пулнă парăмӗсене тӳлеме 707 квитанци панӑ.

Паянхи кун тӗлне питӗ нумай  службăсен ӗҫӗсене пире шанса панă, тесен те ытлашши пулмасть. Сунара тухма ирӗк илесси те пирӗн уйрăм урлă пурнӑҫланать.

 – Куар кодсене сирӗн уйрăм урлă мӗнле илмеллине те уçăмлăх кӗртер-ха...

– Октябрь уйӑхӗнче граждансенчен нумайӑшӗ вакцинаци иртнине çирӗплетекен QR-код е чирлесе ирттернӗ хыççăн парăнакан сертификата  илессишӗн пирӗн центра килме пуҫларӗҫ. Çакăншăн патшалăх пулăшăвӗн пӗрлехи порталӗнче QR-кодпа сертификат илессишӗн гражданинӑн уйрăм кабинечӗ уҫăлнă тата учета илнӗ запиçпе «çирӗплетнӗ» статусӗ пулма тивӗçлӗ. Çамрăксем çак кодсене хăйсем те интернета кӗрсе илме пултараççӗ. Анчах интернета кӗмелли майӗ, смартфонӗсем, ҫавӑн пекех, электронлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курма хӑнӑхман аслă çулсенчи ҫынсене кăмăлласах пулăшатпăр. 

Эпир уяв, канмалли кунсенче  те ӗçлетпӗр. Çавăн пек кунсем пирӗн центршăн –пӗр ӗçчен дежурствăра тăмалли ӗç кунӗ пулса шутланать.

– Калаҫăвăршăн тавтапуҫ, Эльмира Рифкатовна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев