Нумай ачаллă, туслă çемье
Çемье — телей уççи
Виталий Мердеев, Матак ялӗ
Йышлă çемьере ачасем те туслă,
Туслă çемьере ачасем те ырă,
Ырă çемьере ачасем те ăслă,
Ăслă çемьере ачасем те сывă.
Ӗлӗкхи çынсен пурнăçӗ хальхи саманари пурнăçран нумай енӗпе уйрăлса тăрать, мӗншӗн тесен çынсен хушшинчи калаçăвӗ, вӗсем пӗр-пӗрне хисеплени, уйрăмах кӗçӗннисем аслисене итлени, вӗсен тавракурăмӗ, пӗр-пӗрне пулăшасси, чăваш халăх йăли-йӗркине тытса пырасси те мӗн ачаран ăруран-ăрăва парăнса пынă-çке. Хальхи вăхăтра вара, саманине кура, халăх нумай енӗпе улшăнчӗ, урăхларах, çӗнӗлле çăмăллăхпа пурăнать тесен те йăнăш пулмасть пуль.
Çирӗммӗш ӗмӗрте нумай ачаллă çемьесем ялсенче самаях пулнă-ха, хальхи вăхăтра ун пек çемьесене сайра курма пулать. Нумай ачаллă çемьесенче ачалăх та туллинрех, савăнăçлăрах, пӗр-пӗринпе выляса-кулса иртет, мӗншӗн тесен çемьере аслă ачасем хăйсенчен кӗçӗн шăллӗсемпе йăмăкӗсене пăхса ӳстерме ашшӗ-амăшне пулăшнă. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен çемьере пӗр-пӗрин çине пăхса юратма, хисеплеме, аслисене итлеме, пӗр-пӗрне пулăшма, ӗçре хастар пулма вӗрентсе çитӗнтереççӗ. Нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснӗ çын çитӗнсе çитсен те пӗр-пӗрне манмасть, пăрахмасть, яланах пӗрле пулма, пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшмасть.
Акă, Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ Валентин Николаевичпа Надежда АртемьевнаПетрянкинсен нумай ачаллă çемйи те çакăн çинчен ырă тӗслӗх пулса кăтартса парать. Валентин Николаевича ялта Петрянка Валя тесе чӗнеççӗ тесен те тӗрӗсрех пулать. Вăл Матак ялӗнче Мунчелей вӗçӗнче Николай Анисимовичпа, 1905 çулхи, Александр Николаевнан, 1907 çулхи, (Лăрття йăхӗнчен тухнă) тăватă ачаллă (ывăлсем) хресчен çемйинче 1929 çулхи майăн 6-мӗшӗнче çуралнă. Валентин çемьере чи асли ача пулнăран, ăна çамрăклах ашшӗ-амăшне пулăшма нумайрах тивнӗ. Çавна пулах ӗнтӗ вăл Матакри пуçламăш шкулта тăватă класс пӗтерсен, малалла вӗренме шкула каяйман. Ачаллах тăван колхозра вăй хунă, ашшӗпе амăшне пулăшнă. Унăн ачалăхӗ, ытти ялти ачасем пекех, пурнăç йывăр пулнă вăхăтра иртет: выçлăх, вăрçă нушисене веçех туйса, курса ӳсет. Вунсакăр çул тултарсан салтака тухса каять, анчах та Хусанта çар комиссариатӗнче ăна сывлăх енӗпе пăрахăçлаççӗ. Ятарлă çар пухăвӗнче сӳтсе явнă хыççăн, аллине ятарлă хут парса, тăван килне яраççӗ. Яла таврăнсан уншăн савăнăç пулмасть, вӗсен çемйипе хуйхă хыççăн хуйхă килсе тухать. Малтан çемьере ун хыççăнхи шăллӗ чирлесе вилсе каять, ун хыççăн тата ашшӗпе амăшӗн кил-çурчӗ те çунса каять.
Юрать-ха ял-йыш пулăшнипе пӳртпе мунча туса хураççӗ, çапла вара ерипен вӗсем те ура çине тăрса, малалла çынсем пекех пурăнма пуçлаççӗ.
Валентин çирӗм çул тултарсан, ăна ашшӗ сӗтел хушшине лартса, авланма вăхăт çитсе пынине пӗлтерет. Чăваш йăли тăрăх, çемьере аслă ывăл чи малтан авланмалла пулнă. Паллах, Валентинăн куç хывнă савнă хӗрӗ пулнă ӗнтӗ. Вара вăл 1949 çулта октябрь уйăхӗнче, хирти, пахчари ӗçсем вӗçленсен авланать, Шушки Уртим хӗрне Надиçе качча илет. Мăшăрӗ Надежда Артемьевна Шушкова та 1929 çулхи августăн 12-мӗшӗнче çуралнă. Матакри çичӗ класлă шкулта 7 класс пӗтернӗ. Надиç шкулта тăрăшса вӗреннӗ, уйрăмах математика урокне юратнă, учитель пулас шухăшлă пулнă. Шел, йывăр саманана пула вăл малалла вӗренме кяймасть, ялтах юлма тивнӗ. Çапла вара çамрăк мăшăр ашшӗ-амăшӗн килӗнче пурăнма пуçланă. Çемьере тата та ывăлсем пуррипе çӗнӗ мăшăр ашшӗсенчен инçех мар пуш çурта куçса тухнă. Çурчӗ кивӗ пулсан та, кăштах майласа янă хыççăн хăйсем тӗллӗн, ашшӗсенчен уйрăм пурăнма пуçланă. Çӗнӗ мăшăрăн çемйинче, 1950 çулта, пӗрремӗш пепке, хӗрача çуралать, ăна Мира ят панă.
Валяпа Надиç иккӗшӗ те тăван колхозра вăй хунă. Çемье пуçлăхӗ колхозра лашапа ӗçленӗ, кирлӗ чухне алла пуртă тытса платник ӗçне те пурнăçланă, ӗнесем, пăрусем валли витесем, сарайсем тума пулăшнă.
Надиç вара колхозăн уй-хирӗнче чӗкӗнтӗр ани çинче иртен пуçласа каçчен ӗçленӗ, тырпул ӗлкӗрсен выртнă пăрçа анисене çавапа çулма çӳренӗ, кукуруз анисене те çумран тасатнă. Пурнăç çапла малалла шунă май вӗсен çемйи те ӳссе, йышлăланса пынă. Ача хыççăн ача çуралнă. Акă, 1953 çулта арçын ача — Юрий, 1956 çулта — Коля, 1959 çулта — Анатолий, 1961 çулта — Валерий, 1963 çулта хӗрача — Татьяна, 1965 çулта — Виталий, 1968 çулта — Сергей тата 1970 çулта Олег çуралнă. Çемье йышӗ тăхăр ачана çитнӗ, икӗ хӗрпе çичӗ ывăл. Епле йывăр пулсан та Петрянкинсен çемйи йывăрлăхсене хăйсен вăйӗпе çӗнтерсе пынă, никамран та пулăшу ыйтса çӳремен. Ачисем те пӗр-пӗрне пăхнă, выляса-кулса ӳснӗ. Тăхăнмалли япалисене те тирпейлӗ , пӗрин хыççăн тепри тăхăннă. Сӗтел хушшине çиме ларсан та пӗр чараран пӗрле çинӗ, ашне те кашни ачана пӗр пек уйăрса панă.
Ачасен ашшӗпе амăшӗ пӗрре те килте ахаль ларман. Амăшӗ чăлха çыхнă, çип авăрланă, ашшӗ вара кăçатăсем сапланă, тӗпсем хунă. Çурчӗ кивӗ пулнăран, вăкăрсем кӳлсе, вăрман хуçисемпе калаçса, вăрмантан çӗнӗ пӳрт валли пӗренесем турттарнă. 1970 çулта вара нимелле, ял-йыш пулăшнипе, çӗнӗ пӳрт туса хунă, 1980 çулта, ачасем ӳссе пынипе çак пӳрт çумне тепӗр пӳрт хушса хунă. Çемьери кашни ача Матак вăтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Çичӗ ывăлӗ те икӗ çул çар ретӗнче пулса таврăннă. Хăш-пӗрисем малалла вӗренме кайнă, пурте çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, тӗрлӗ вырăнсене кайса вырнаçнă. Акă, Николай, Валерий, Татьяна, Виталий тата Сергей Чӗмпӗрте, Мирапа Анатолий — Шупашкарта пурăнаççӗ. Юрийпе Олег ялтах тымар янă, Юрий тӗп çуртра пурăнать, Олег вара хăйӗн çемйи валли уйрăм çурт лартса тăван колхозра вăй хурать. Юлашки çулсенче республикăри пулăшу программипе усă курса сăвакан ӗнесем ӗрчетсе ячӗ. Питӗ хастар та ӗçчен чăваш каччи, çак ӗçре ăна ывăлӗ Коля та пулăшать.
Пурăннă вăхăтра пурнăç пӗр май тикӗс пымасть-çке: начарри те, лайăххи те, хурланмалли те, савăнмалли те пулать. Юрăри сăмахсем евӗр: «Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать...». Çавăн пекех Петрянкинсен çемйинче те веçех лайăх пулмасть, пурнăç урапи такăнать. Вӗсен çемйинче те инкек килсе тухать, лайăх, сывлăхлă пурăннă хушăрах Валентин Николаевич питӗ йывăр чирлесе ӳкет, вилес патнех çитет. Ку начар хыпар аякра пурăнакан ачисем патне те çитет. Пӗр кунхине ирхине ирех вӗсен хапхи умне сирена кăшкăртса васкавлă пулăшу паракан машина çитсе чарăнать. Петрянкинсен çемйи те, çывăхра пурăнакан кӳршисем те тӗлӗнсе каяççӗ. Çак машинăран шурă халат тăхăннă Мира ятлă хӗрӗ тухсан, йывăр чирленӗ ашшӗ савăннипе йӗрсе ярать. Çапла вара çемьери тухтăр Мира ашшӗне васкавлă пулăшу паракан машинăпа Шупашкара илсе кайса, ашшӗне ура çине тăратать. Ун хыççăн ашшӗ самаях пурăнать, пенсире пулсан та килте ӗçсӗр лармасть. Яланах çынсене вăй çитнӗ таран пулăшать. Шел пулин те, кил хуçи, Валентин Николаевич, 2013 çулхи август уйăхӗнче çӗре кӗрет. Мăшăрӗ те, упăшки вилнӗ хыççăн, ултă çултан çут тӗнчерен уйрăлса каять.
Хальхи вăхăтра Петрянкинсен ăрăвне тăсакансем сахал мар, мăнукӗсем вун улттăн. Пурте вӗсем вӗреннӗ çынсем, тӗрлӗ профессиллӗ специалистсем, вӗрентекенсем, врачсем, экономистсем, çар çыннисем... Вӗсен кашнин хăйӗн çемье, ачисем те пур, вӗсем те çирӗм çиччӗн.
Çак туслă та çирӗп кăмăллă çемье пирӗн ялшăн, çынсемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Вӗсем яланах пӗрле, пурте сывă, пӗр-пӗриншӗн начарри пулсан кулянаççӗ, лайăх пулсан савăнаççӗ, мăнаçланаççӗ.
Çакна та каласа хăварас пулать. 2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче пуçланнă ятарлă çар операцийӗнчен вӗсен çемйинчи ачасем те пăрăнса юлман. Çак ятарлă çар операцийӗнче вӗсен йăхӗнчен тăватă çын хутшăннă: кӗрӗвӗ Вениамин, десантник, сержант, 51 çул тултарсан унта пуçне хунă, Денис — капитан, Константинпа Александр — десантниксем, иккӗшӗ те йывăр аманнă. Йывăр пулсан та вӗсем чупаççӗ, малалла çак ятарлă çар операцийӗнче çӗнтерсе, ырă-сывă таврăнма ӗмӗтленеççӗ.
Пурне те вӗсене телей, çирӗп сывлăх, мирлӗ пурнăç сунас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев