Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе

Çӗнӗ Упи ялӗнче хăйӗн ӗçне уçнă Сергей Тихонов ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшăнакансем валли кӑмакасем тăвать.

Ҫар ҫыннисене апат-ҫимӗҫ ӑшӑтма, чей вӗретме май паракан «кӑмакасене» вӑл юрӑхсӑра тухнӑ огнетушительсене шӑратса хатӗрлет.

Сергей Анатольевич Упи ялӗнче виçӗ ачаллă Тихоновсен ҫемйинче иккӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ҫамрӑкранах унӑн аллисем «ылтӑн» пулнӑ, кирек мӗнле ӗҫе тытӑнсан та вӗçне-хӗрне çитерет. Çӗнӗ Упи шкулӗнче 9 класс, унтан Упири вӑтам шкула пӗтернӗ, Ульяновскри строительство техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Упири приют, Ҫӗнӗ Упи ялӗнчи шкул строительствинче прораб пулса ӗçлет. Сергей тимӗрпе те, кирпӗчпе те ӗҫлеме ăста. Тӗрлӗ станоксем туянать. Ялти чиркӳре те Сергей шӑратса тунӑ япаласемпе те усӑ кураççӗ. 

— Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн та ял ҫыннисем сӳрӗк пулмарӗç, кам мӗн тума пӗлет — çапла пулăшрӗ тата пулăшать. Эпӗ те интернетра огнетушительсенчен апат-çимӗç ӑшӑтмалли керосинкка пек оборудовани тума май пуррине куртӑм. Унтан, ку ӗҫе кам пурнӑҫлама пултарать-ши тесе шухӑшларăм, Сергей Анатольевичпа калаçрӑм. Сергей те ман шухӑша ырларӗ, — тесе калаçрӗ Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин.

Усӑ курнӑ огнетушительсене шкулсенчен, социаллӑ хӳтлӗх пайӗнчен, приютран кӳнӗ, ахаль ҫынсем те усӑ курнинчен юлнă огнетушительсене илсе пынӑ. Нумаях пулмасть вӗсем Курск облаҫне, тинӗс пехотине, 60 ытла кӑмака ӑсатнӑ. 

— Паллах, тав турӗҫ. Çак кăмака ҫинче чей вӗретме, яшка пӗҫерме, алӑсене ӑшӑтма пулать. Тав сӑмахӗсене илтме те, ытти ҫынсем урлӑ та пулсан та, чун-чӗрене кăмăллă, — тет Сергей хӑй те.

Кӑмакасене вара, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Александр Ярухинпа пӗрле ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен вӑхӑтлӑха таврӑннӑ ҫар çыннисем урлӑ та, районтан гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каякансем урлӑ та панӑ.

Сергей — нумай ачаллӑ ҫемье пуҫлӑхӗ те.

Ялта фельдшера пулăшакан пулса ӗҫлекен Ольга Константиновнапа пӗрле тӑватӑ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев