Носорог шӑмминчен — палеонтологие
Ильназ Гайнетдинов тӗп ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра палеонтологипе интересленет
Палеонтологи — иртнӗ геологи тапхӑрӗсен, организмӗсене çӗр хуппин сийӗсенче сыхланса юлнă тӗрлӗ юлашкисем тăрăх тӗпчекен наука.
Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир пурӑнакан Ҫӗпрел районӗнче вуншар пин ҫул каялла мамонтсем, носорогсем тата ытти пысӑк чӗрчунсем пулнӑ. «Таврара тупăнакан пысăк шӑмӑсем ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ», — тет Ильназ Гайнетдинов.
Ильназ — тавракурăмлă ҫын. Пултарулӑхпа, искусствӑпа интересленет, сӑвӑсем ҫырать, ӗҫӗн тӗп вырӑнӗ — районти Культура çурчӗ. Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ каччă историе, хобби пулнă май, вӗренет, археологи тӗпчевӗсенче хутшӑнать.
«Ҫамрӑк чухне эпӗ носорог шăммине тупни ҫак хоббин сӑлтавӗ пулса тӑчӗ», — тет вӑл хӑй ҫакӑн ҫинчен.
— Шыв хӗрринче тантӑшсемпе вылянӑ чухне, ăнсăртран, килти выльăхсенни пек мар пысӑк шӑмӑ килсе тухрӗ. Шкулта географипе биологи урокӗсенче ӗлӗк çурт пысӑкăш, тата унран та ҫӳллӗрех, пысӑкрах чӗрчунсем мӗнле пурӑннине вӗренетпӗр. Ҫав шӑмӑсене тупсан, ман пуҫа ҫакӑн пек чӗрчунсем пирӗн таврара та пулнӑ-ши, текен шухӑш пырса кӗчӗ, вӗсем çинчен вӗренес килчӗ. Ҫавӑнтанпа эпӗ ку темӑпа интересленесси ӳссе кăна пычӗ, — тет Ильназ.
Интернетра та ҫав темӑпа тӗрлӗ вулавсем иртеҫҫӗ, ушкӑнсене ҫырӑннă Ильназ.
2019 ҫулта наукӑсен кандидачӗпе Владимир Михайлович Ефимовпа паллашнӑ. Вăл Ульяновскри регионсем хушшинчи палеонтологи организацийӗн ертӳçи иккен. Вӑл ертсе пынипе наука темисемпе материалсем пухать çак статьян геройӗ. 2002 ҫулта ăна ҫак организацие йышăнаççӗ.
Кашни ҫулах вырӑнти палеонтолог экспедицие тухса каять. Юханшывсен айлӑмӗсене, районти сӑртлӑ вырӑнсемпе кӳршӗри регионсене сӑнавсем тума хутшӑнать. Тупăннӑ материалсем тӑрӑх наука ӗҫӗсем ҫырать. Вӗсем палеонтологи справочникӗсенче, наука кӑларӑмӗсенче пичетленеҫҫӗ.
Ильназ тӑван енӗн археологийӗпе питӗ интересленет. Ҫавна пула, унăн наука ӗçӗсем пулнă май, Ҫӗнӗ Чукал ялӗн территорийӗнче вӑтам ӗмӗрсене пăхăннă вырăнсене уçни пулса тăрать.
Паян Ильназ Гайнетдинов коллекцийӗнче ҫӗршер пысӑк та пӗчӗк шӑмӑсем, чӗрчунсен шӑлӗсем, мӑйракасем те пур. Палеонтолог сехечӗ-сехечӗпе вӗсене мӗнле майпа тупни ҫинчен ҫеҫ мар, вӗсем мӗнле ӗмӗрте пурӑнни, мӗнле чӗрчунăн шăмми пулни ҫинчен те каласа пама пултарать. Хӑй тупнӑ шăмăсенчен вӑл килӗнче музей кӗтесӗ те тунӑ. Ҫак экспонатсен куравӗсене тӗрлӗ мероприятисенче, ачасемпе тӗлпулусен вăхăтӗнче йӗркелет.
— Йăлана кӗнӗ тăрăх, ушкӑнпа экспедицие çуркуннепе кӗркуннехи уйăхсенче каятпӑр. Ҫулла вара шкул ачисене, студентсене ҫак ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатӑп. Интересленекен ҫамрӑксем те пур. Хӑш-пӗр тупӑшсене эпир вырӑнти музее те, таврапӗлӳ музейне те паратпӑр, — тесе калаçрӗ Ильназ.
Хастар палеонтологăн планӗнче — черетлӗ экспедицисене хутшӑнасси, ҫак занятие малалла тӑсасси. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫӗнӗ палеонтологи япалисене тупма пулать. «Вӗренмелли, тӗпчемелли вырăнсем питӗ нумай», — тет район ҫынни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев