Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Нина Куликова: «Вута пăрахасран хăраса тĕпсакайне сикрĕм…»

Çак историе мана çирĕм çул каялла Виçпӳрт Шăмăршăра пурăнакан Нина Куликова пенсионерка каласа панăччĕ

 

Айăпсăр айăпланнисем

Иван Саландаев

Нина Степановна, çамрăк чух Шăмăршă типографийĕнче печатницăра ӗçленӗскер, редакцире вăй хуракансене питĕ хисеплетчĕ. «Алексей Викторович Кузнецов редактор маншăн тăван атте пекехчĕ, – тетчĕ Нина аппа. – Ытти сотрудниксене те хам виличченех тав туса пурăнăп. Вĕсем мана ăшă сăмахпа та, укçа-тенкĕпе те нумай пулăшнă».

Нина Кудряшова (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) кӳршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Куршанкă-Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Кăтра Çтаппан – тĕреклĕ хуçалăх тытнă. Çавăнпа та, пуянрах пурăнакан хресченсене тустарма пуçласан, Кудряшовсене кулак кил-йышĕ тесе айăпласа Çĕпĕре ăсатмалла тунă.

Акă мĕн каласа панăччĕ кун пирки йĕре-йĕре Нина Степановна:

– 1930 çулхи октябрь уйăхĕччĕ. Пĕр каçхине пирĕн пата арçынсем пырса кĕчĕç, хăйсем намăс сăмахсемпе вăрçăнаççĕ. Эпир – ачасем – урайĕнче улăм тӳшек çинче çывăраттăмăр. Унччен те пулмарĕ, пире сĕтĕре-сĕтĕре урама кăларса ывăтма пуçларĕç. Хамăр кăшкăрса йĕретпĕр. Тулта ӳт-пĕве çӳçентерсе кĕрхи сивĕ çумăр пĕрĕхет. Пире урапа çине пăрахрĕç те ал-урана вĕренпе çыхрĕç. Эпĕ ун чух пилĕк çулта çеç пулнă-ха. Аттепе тетене маларах тытса кайнăччĕ. Аннене – ялтан ниçта та тухса курман тĕттĕм чăваш хĕрарăмне – ултă ачипе ссылкăна ăсатрĕç.

Çумăр çăвать тесе чарăнса тăмарĕç, йĕпе-сапаллă çанталăкра та пире ялтан илсе кайрĕç. Ачасем шăннипе сиксе чĕтĕреççĕ.

Теччĕ хулине çитсен Атăл тăрăх пăрахутпа таçта илсе кайрĕç. Пăрахут çинчен ансан хăваласа чукун çул станцине илсе килчĕç, кунта выльăх турттаракан вакунсене тĕрте-тĕрте кĕртрĕç. Хамăр йĕме те хăратпăр, йĕме вăй та çук. Çапаççĕ, чышаççĕ, тапаççĕ. Пĕчĕк ача тесе никам та шеллемест. Халăх тăшманĕсем-çке, пире амантсан е вĕлерсен никам та нимĕн те каламĕ...

Кушва ятлă паççулккана çитрĕмĕр. Пире кирпĕч типĕтекен сарайне хăваласа кĕртрĕç. Сарайĕ витĕр шăтăк, çил вылять, нимĕнле кăмака та çук. Çанталăк сивĕтсе пырать, юр çума пуçларĕ. Унти-кунти ăпăр-тапăрпа витĕнкелесе çывăрма выртатпăр та, ирхине тăнă çĕре хамăра юр хӳсе каять. Кашни каç вунă çынран кая мар вилетчĕ: ватă çынсем, чирлисем, ачасем... Аннен те кĕçĕн ачи вилчĕ.

Урамра хуранпа апат пĕçеретчĕç, эпир – вĕтĕ-шакăр – вут умне ларса ăшăнма тăрăшаттăмăр. Апачĕ те хырăма улталамалăх кăна пулнă ĕнтĕ, çăкăр пачах та памастчĕç.

Çапла нушалана-нушалана хĕл каçрăмăр. Çынсем, выçăпа вилес мар тесе, лагерьтен тарма пуçларĕç. Анне те виçĕ ачине çынсемпе пĕрле Канаша çити парса ярать. Унта çитсе ӳкрĕмĕр-ӳкрĕмĕрех. Канашран яла çуран таврăнма тухрăмăр. Хамăр çав тери выçă, утма вăй-хал çук. Мана тетепе аппа иккĕн икĕ алăран тытса çавăтса уттараççĕ. Тете хăш чухне йăтса та пырать.

Карапай Шăмăршă ялне çитрĕмĕр. Унта пирĕн тăвансем пурăнатчĕç. Ачасене шелле-шелле апат çитерчĕç, çĕр вырттарчĕç. Анчах нумай усрама хăраççĕ: лагерьтен тарнă «халăх тăшманĕсене» усранăшăн хăйсене те тĕрмене хупма пултарнă вĕт-ха.

Ирпе ирех тăрса каллех çула тухрăмăр. Каç енне Хайпăлана çитрĕмĕр. Кунта аннен амăшĕ – кукамай  тата куккасем пурăнатчĕç. Вĕсем пире çав тери ăшшăн йышăнчĕç, апат çитерчĕç. Çапах та хăвăртрах ăсатса яма васкарĕç: таркăнсене пытарса усранăшăн влаçсем пуçран шăлса каçармĕç.

Нушалана-нушалана хамăр çуралнă яла Куршанкă-Шăхальне çитсе ỹкрĕмĕр. Кунта пирĕнпе пĕр тăванлă аппа хăйĕн çемйипе пурăнать. Вĕсен çемйи пысăкчĕ, вун виççĕн тертленетчĕç пĕр пӳртре. Тата аттепе пĕр тăван тете пурччĕ, вĕсен çемйинче виççĕн кăначчĕ.

Яла çитсен тӳрех тете патне кĕтĕмĕр. Тете çав тери хытă чирленĕ иккен, начар пурăнаççĕ. Пире – виçĕ ачана – усрама илме пултараймаççĕ.

Халĕ виçсĕмĕрĕн те ĕç шырамалла. Мана хамăр ялсемех ача пăхма илсе кайрĕç. Аппа та Пасарлă Упи ялĕнче хĕреснамăшĕ патĕнче ача пăхнă. Тете – 12 çулхискер – ял кĕтĕвне кĕтме пуçларĕ.

Эпĕ – улттăри хĕрача – ют çын патĕнче ача пăхатăп. Çитĕннисем ирхине хĕвелпе пĕрле тăрсах хире тырă вырма каяççĕ. Мана та пĕрле илеççĕ: чĕчĕ ачине пăхмалла. Шăрăх, кӳмери ача каçса кайсах йĕрет. Кӳмене силлесен те, ачана йăтса çӳресен те йĕме чарăнмасть. Хам та пĕрлех ĕсĕклетĕп. Анчах никам та илтмест, никам та хĕрхенмест.

Урасене хăмăл чĕркеленипе ӳт шапа тирĕ пек пулса кайнă, ирхи сывлăмпа йĕпенсен юн тухатчĕ. Мĕнле ыратсан та мана йăпатакан пулман.

Эпĕ хама ача пăхтаракансене япăхпа асăнмастăп: пӳртне кĕртместчĕç пулин те тулта крыльца çинче выртса çывăрма чармастчĕç. Çавăнтах кушак чашки пек савăтпа мĕн те пулин çимелли хурса паратчĕç. Çакă та маншăн пысăк савăнăç пулнă, хам ĕçлесе тăраннă.

 ... Хӗл çывхарать. Пирĕн анне ссылкăра пурăннă чух яла килнĕ виçĕ ачин шăпи пирки хытă пăшăрханнă. Хăйпе юлнă Коля шăллăма илсе яла таврăнать. Çав каçах колхоз йĕтемĕ çинче тырă капанĕ çунма пуçлать. Капана пирĕн анне вут чĕртнĕ тесе шутлаççĕ. Нумай та тăраймарăмăр, аннене тытма та килчĕç. «Вута пăрахатпăр, ачусемпе пĕрле çунтарса яратпăр!» – кăшкăрашаççĕ урамра. Анне тетен сăхманне тата çĕлĕкне тăхăнса, Коля шăллăма çĕтĕк-çурăкпа чĕркесе хул хушшине хĕстерет те пӳртрен тухса тарать. Пахча хыçĕпе, çырма тăрăх ялтан тухса Пасарлă Упи ялне çитет, унта пурăнакан ачисене илсе каялла Кушвăна çул тытаççĕ. Çапла урăхран аннене яла килме май пулмасть.

Мана, вута пăрахасран хăраса, инке тĕпсакайне пытанма хушрĕ. Эпĕ хăранипе чупса пытăм та, уçă тĕпсакайне сиксе чикеленсех кайрăм. Хытă суранлантăм пулин те, пĕр сас кăлармасăр хăраса выртатăп.

Ирхине милиционерсем килчĕç, аннене шыраççĕ. Манран анне пирки ыйтаççĕ. Эпĕ чăннипех те анне ăçта кайнине пĕлместĕп вĕт-ха. Улттăри ача çеç тесе тăмарĕç, çапса-тапсах допрос турĕç.

Эпир ун чух шанчăксăр çынсем пулнă, капана анне вут тĕртнĕ тесе шутланă та урăх никама та шыраман.

(1948 çулта эпĕ Шăмăршăри типографие ĕçе кĕтĕм. Пĕррехинче техничкăпа калаçса кайрăмăр. Вăл мана капана чăннипе кам чĕртни çинчен пĕлтерчĕ. Хамăр ял çынниех иккен, ӳсĕрпе: «Кăтра Çтаппан йăхне тĕп турăм!» – тесе мухтаннă тет.

Çак çын хăй те ырă кураймарĕ, ĕçлеме юратманскер мĕскĕн пурнăçпах çĕре кĕчĕ. Çынна кĕвĕçсе киревсĕр ĕç тунăшăн ăна Турă хăй тавăрчĕ пулĕ).

Эпĕ, суранланса пĕтнĕ хыççăн, урăхран ача пăхма каяймарăм. Тетесем патĕнче вырăнпа выртсах сиплентĕм.

Тетепе инке мана питĕ хĕрхенетчĕç. Çул çитсен, шкула кайрăм. Икĕ класс пĕрле вĕренеттĕмĕр. Тетрадьсем сахал, ятарласа тетрадь пек хуплашкаллă доскасем пачĕç. Ун çине грифельпе çыраттăмăр. Урокра ăнланса пĕтерейменнине тетен мăнукĕ Павăл килте ăнлантарса паратчĕ. Вăл манран виçĕ çул аслăрахчĕ.

Хампа пĕртăван аппан çемйи пысăкчĕ. Вĕсем уйрăлса тухса тетесемпе юнашар çурт лартрĕç. Аппа, пĕр атте-аннерен пулсан та, манпа çав тери сивĕ кăмăллăччĕ. Эпĕ вĕсем патне каçма та хăраттăм.

Тете питĕ хирĕçленине пăхмасăр, аппапа йысна мана вăйпах хăйсем патне ача пăхма илсе кайрĕç. Çапла вара шкула пăрахма тиврĕ.

Аппасем патĕнчи куççуллĕ пурнăçа халĕ те йĕре-йĕре аса илетĕп. Мана вĕсем çын вырăнне те шутламан, манран пĕрмай йĕкĕлтесе кулатчĕç. Ашшĕпе амăшне кура ачисем те мана кӳрентерсех тăратчĕç. Мана çапсан та, хирĕç çапма юраман – аппапа йысна чышса-тапса сирпĕтетчĕç.

1941 çулхи июнь уйăхĕнче йыснана фронта илчĕç. Аслă ачи вунпĕрте, кĕçĕнни пĕр уйăхра кăна. Çуртри пĕтĕм йывăрлăх аппан аслă ачипе ман çине тиенчĕç. Вăрмана кайса пĕчĕк урапапа вутă-шанкă илсе килеттĕмĕр. Колхоз ĕçне те хутшăнтаратчĕç. Яланах выçăччĕ, мăян çăкăрĕпе крахмал пашалăвĕ те пирĕншĕн чи лайăх апат пулнă.

Çул хыççăн çул иртрĕ, Аслă Çĕнтерĕве çав тери пысăк савăнăçпа кĕтсе илтĕмĕр. 1949 çулта Виçпӳрт Шăмăршă йĕкĕчĕпе – Петр Куликовпа – юратса пĕрлешрĕмĕр. Çемьеллĕ пулсан та йывăрлăхсем тупăнсах тăчĕç. Çурт-йĕр çавăртăмăр, ача çуратса ӳстертĕмĕр.

Типографире печатница пулса ĕçленĕ май, ача çуралсан уйăх çурăранах ĕçе тухрăм. Хыçа кутамкка туса çакаттăм та ачана, ултă çухрăм çуран утнă. Ĕçре типографи сăррипе негр пек вараланса пĕтетчĕ. Юрать-ха, хаçатра ĕçлекенсем мана пулăшма тăрăшатчĕç, ачана та тăтăшах кучченеçпе хăналатчĕç.

Мăшăрпа пĕрле пилĕк ача çуратса ӳстертĕмĕр, çунат парса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлӳ илчĕç. Кинсем те лайăх. Вĕсемпе чĕререн савăнатăп, тав сăмахне çеç калатăп...

Нина Степановна йывăр чирлесе пурăннă хыççăн 1999 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче çĕре кĕрет. «Аннӳпе аппуна тата шăллуна урăх нихăçан та курман-и?» – ыйтнăччĕ эпĕ унран пĕррехинче.

«Эпир хамăр çамрăкрах чух мăшăрпа иксĕмĕр Çĕпĕре кайса вĕсене шыраса тупрăмăр, – терĕ Нина аппа. – Анчах та тăван яла таврăнма килĕшмерĕç. Синкерлĕ шăпана аса илсе ял-йышран та сивĕннĕ. Пĕр айăпсăрах хĕн куртăмăр вĕт-ха эпир, суранлă чĕре нумай вăхăт иртсен те ыратма пăрахаймарĕ».

Кăтра Çтаппанпа унăн ачисен таса ячĕсене тӳрре кăларнă, анчах та Нина аппа мĕн виличченех хăйсем мĕнле майпа «халăх тăшманĕ» пулса тăнине ăнланса илеймен. Ĕçчен те харсăр пулнăшăн-и? Тир- пейлĕ те йĕркеллĕ пурăнма тăрăшнăшăн-и? Хăшĕ-пĕри пек мĕскĕне персе кахал пулнă пулсан, Кăтрасене никам та тĕкĕнместчĕ ĕнтĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев