Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Николай Наумов – Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ ветеринари врачӗ

Хисеплӗ ята тивӗçлӗ пулчӗ

Тутарстан Республики хӑйӗн пӗр ӗмӗрлӗх юбилейне палăртса иртнӗ кунсенче,  Президент Рустам    Минниханов  тӗрлӗ отрасльсенче вăй хурса тухӑҫлӑ кӑтартусем тӑвакан малта пыракансене саламларӗ, хисеплӗ ят, парнесем пачӗ. Вӗсен хушшинче Кивӗ Йӗлмел ветеринари участокӗн заведующийӗ, выльăх врачӗ  Николай Наумов  та пурччӗ. Ӑна «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» текен хисеплӗ ят пачӗç.

Т ӗ п х у л а р а н таврӑнсанах  тава тивӗҫлӗ врачпа тӗл пулма май пулчӗ. Вӑл унти курăнусем, Хусан хулине уяв тӗлне мӗнле илем кӳни ҫинчен тӗлӗнсе каласа пачӗ. – Президент аллинчен çакăн пек хисеплӗ ят илни пысăк мăнаçлăх, паллах.  Питӗ пăшăрхантăм. Ӗçӗме çакăн пек хисепленӗшӗн  чун-чӗререн тав тунине калас килет, – тет Николай Иванович. Николай Наумовăн пурнăç çулне тинкерсен, вăл сакӑр класс пӗтернӗ хыççăн Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме каять. – Тӑватӑ ҫул вӗренсе диплом илсен,  направленипе Чистополь районне ячӗç. Унта ултӑ уйӑх кăна ӗçлеме ӗлкӗртӗм, салтака кайма вăхăт çитрӗ. 1981 ҫулта сăваплă тивӗçе пурнăçласа таврăнтăм. Ҫавӑнтах мана «Россия» колхоза ӗҫе илчӗҫ, – тесе калаçрӗ Николай Наумов. 20 ҫултан ытла çак хуçалăхра выльăхчӗрлӗхе  сиплет. Çак çулсенче «Россия» колхоз районта чи пысӑккисен шутӗнче пулчӗ. Сӑвакан ӗнесен, самăртакан  мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен, сыснасен шучӗ енӗпе те унпа танлашакан пулмарӗ.

Мӗнпур профилактика мероприятийӗсене хăй вӑхӑтӗнче ирттермелле. Канӑҫсӑр врач пурне те ӗлкӗрет. Çакăншăн  вӑл ырми-канми ӗçлет. – Эпӗ ялан ӗҫ пултăр тесе ӗҫлерӗм. Çемье те нумай чухне иккӗмӗш плана юлатчӗ, – тет врач. Пысӑк опыт пухнӑ Николая ун хыççăн ветеринари пӗрлешӗвне ӗçе илеҫҫӗ. Кунта ӑна паллӑ ветеринари врачӗсемпе пӗрле ӗҫлеме тӳрӗ килет, опытне  тата та  çирӗплетет. Куçăмсăр майпа Хусанти ветеринари институтӗнче пӗлӗвне ӳстерет. Юлашки ҫулсенче вӑл  Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ветеринари участокӗн з а в е д у ю щ и й ӗ н должноҫне пурнăçлать. Çак участока сакӑр пурăнмалли пункт, «Ак Барс - Çӗпрел»  агрофирмăн тӑватӑ филиалӗ тата ултă хресчен-фермер хуҫалӑхӗ кӗрет. Талăкăн кирек хӑш вӑхӑтӗнче уйрăм

хуçалăхсене чӗнтерсен те хирӗçлемест, пулăшма васкать. Кăçал  вăл  пулнă  ветеринари ӗçӗнче вăй хума пуçланине 41 çул тулчӗ. Хисеплӗ ята ахаль кăна памаççӗ. Ăна тивӗçлӗ пулмалла. Николай Наумова çемьере те тирпейлӗ, ăслă атте тата асатте теççӗ. Икӗ ывăлӗ те аслă пӗлӳ илнӗ.  Асли – полици офицерӗ, иккӗмӗшӗ – Хусанти авиаци институтне вӗçленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев