Николай Быков пурăнакан ҫурт ҫине табличка ҫирӗплетрӗç
«Çак ҫуртра ҫар юхăмӗн ветеранӗ пурӑнать» тесе ҫырнӑ табличка çар тивĕçне пурнăçланине, салтаксен çирĕплехĕпе паттăрлăхне, ĕненӳ вăйĕпе патриотлăха пĕлтерекен паллă пулса тăрать.
«Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Координаци Совечӗн Çĕпрелӗнчи уйрӑмĕ» вырăнти обществăлла организацийӗ пуçарнипе çак кунсенче Афганистанри çар юхăмӗн ветеранӗсем пурăнакан çуртсем çине табличка вырнаçтарас енӗпе социаллӑ акци ирттерчĕç.
Çак акципе килӗшӳллӗн Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Николай Быков пурăнакан çуртăн стени çине «Çак çуртра çар юхăмӗн ветеранӗ пурăнать» текен табличка вырнаçтарчӗç.
Афган вăрçин ветеранӗсем паян та стройра, ҫӗршывăн интересӗсемшӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, патриотла ҫул-йӗрпе воспитани парас енӗпе ӗç, активлă пурнӑҫ позици илсе пыраççӗ. Аслă çулсенче пулнине пăхмасăр, вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, ăна ăсатма та каяççӗ. Шăпах ввӗсем ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев