Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗнесенче лейкоз чирӗ

«Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗ» бюджет учрежденийӗн начальникӗ-тӗп ветеринари врачӗ Расим Низамовв лейкоз чирӗ ҫинчен:

 Лейкоз — чи анлă сарӑлнӑ тата чи хӑрушӑ чирсенчен пӗри. Çакна тимлӗхсӗр хăварни нумай проблемăсем кăларса тăратать.

Чир инфекциллӗ характерлă, шыҫӑ форминче пулать. Чир РНК онкогенлă вирусран пулса тухать. Экспертсем чирӗн аталанӑвӗнче ҫакӑн пек тӗп стадисене уйӑрса кăтартаççӗ: лейкозинкубациллӗ; гематологиллӗ; шыҫăллă.

Лейкоз йывăр инфекци чирӗ пулнăран, сывă выльăхсене чирлӗ выльăх-чӗрлӗхрен чир куçать. Чир самаях хӑвӑрт сарӑлать. Ҫавӑнпа та кӗтӳре чирлӗ ӗнесем пулсан, сывӑ выльӑх-чӗрлӗхӗн йышӗ чакассине кӗтсех тăр. Вирус юн лейкоцитӗнче, сӗтре, сӗлекере, ҫавӑн пекех, спермӑра пулать.
Тӗлӗнмелле пулсан та, вирус чирлӗ чӗрчунран сывлӑхлӑ чӗрчуна куçни — ку ерекен чирӗн пур меслечӗсем те мар-ха. Ученăйсем, 5-10 процентра вăл, интраплацентарлӑ барьер пулсан та, чир амӑшӗнчен варӗнчи пăрăва та куҫать тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах ку ун пек пулмасан та, сывӑ пӑру чире сӗт урлӑ лектерме те пултарать.

Чир ернӗ хыҫҫӑн пуçламăш тапхӑрта вăл нимӗнле паллӑсӑр иртет. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вирус организмра хăйӗн витӗмне вӑйлатать. Чирлӗ выльăх-чӗрлӗхӗн органӗсенче шыҫăсем пулса каяççӗ, лимфа тӗввисем аталанаҫҫӗ.
Лейкоз аталанӑвӗ ӗнесен ӳсӗмӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑмасть тесе шутлаҫҫӗ, анчах тӗпчевсем 4 ҫултан пуҫласа 8 ҫула ҫитиччен выльӑхсем час-часах лейкозпа чирленине кӑтартаҫҫӗ. 

Чир паллисем

Лейкоза ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар ирттерекен серологипе гематологи тишкерӗвӗсем вӑхӑтӗнче палăртма пулать. Малтанхи тапхӑрта чир паллисем палӑрмаҫҫӗ.
Белокăн гематологи стадийӗ юн составӗн тӗрлӗ улшӑнăвӗсемпе палӑрать: патологиллӗ, ӗлкӗрмен искусствăлла юн клеткисем пулса каяççӗ; лимфоцитсен шучӗ ӳссех пырать (чирлӗ чӗрчунсенче вӗсен шучӗ 1 мкл. юнра 9000рен иртсе каять).
Шыҫă стадийӗнче нумай чухне паллăсене куҫпах курма пулать.

Профилактика тата сиплев

Чиртен хӑтӑлмалли пӗртен-пӗр меслет — чирлӗ выльӑхсене стройран кӑларасси.
Хуҫалӑхра сывă чӗрчунсем кӑна пулсан, чир-чӗр килсе тухасран сыхланмалла. Ҫакна тума профилактика мероприятийӗсене тӑтӑшах ирттермелле.

Хуҫалӑхӗсенче мăйракаллă шултра выльăхсем усракан кашни ҫыннӑн ҫакӑн пек правилӑсене пӑхӑнмалла:
ҫамрӑккисене те, ыттисене те лейкоз чирӗ пулман хуҫалӑхсенчен ҫеҫ туянмалла. Вырӑнти врачран ӗнесен сывлăхӗ çинчен ыйтса пӗлмелле. 

Планлă диагностика вӑхӑтӗнче чирлӗ выльăх-чӗрлӗхе тупса палӑртнӑ пулсан, чир сарӑласран вӗсене сывă чӗрчунсенчен тӳрех уйӑрса илмелле, чирлисене васкасах стройран кӑлармалла. 
Хальхи вӑхӑтра ӗнерен вирус ҫынна куçнинине çирӗплетсе паракан доказательствӑсем ҫук, анчах чирлӗ ӗнесен сӗтне ҫитӗннисен те, ачасен те ӗçме юрамасть.

Вӗретсен вирус вилет пулин те, чирлӗ ӗнесен сӗчӗ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулса юлать. Ҫавӑн пекех, вирус выльăх-чӗрлӗхрен ҫынна куҫмасть тесе шанма ҫук. Хăрушлăх, сахал шайра пулсан та, яланах пур, ҫитменнине тата ӗне лейкозӗ те, ытти нумай чирсем пекех, мутациленме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев