Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗнерхи почтăран

Ҫуллахи ӗҫӗмӗре пӗтӗмлетсе

Ландыш Низамова, пуҫламӑш шкул-ача сачӗн вӗрентекенӗ

Кӗркунне! Ылтӑн кӗркунне! Ячӗ те мӗнле илемлӗ янӑрать. Ҫакна каланӑ чухне эпир ҫутҫанталӑкăн илемне, сӑрӗсене ҫеҫ шута илместпӗр. Кӗрхи ылтӑн, унӑн пуянлӑхӗпе илемӗ кӗрхи пуянлӑхпа палӑраҫҫӗ.

Кивӗ Çӗпрелӗнчи пуҫламӑш шкул-ача сачӗн ырӑ традицийӗсем нумай. Кӗркунне иртекен уявсенчен чи кӗтекенни – Кӗрхи бал. Ҫак уяв – ҫуллахи тăрăшуллă ӗҫӗн итогӗ те!  Октябрӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ мероприятие кашни класах лайӑх хатӗрленнӗччӗ. Вӗсем кӗрхи тухăçран тӗрлӗ композици турӗç, ӳкерчӗксенче хăйсен творчествăлла пултарулӑхӗсене кӑтартрӗç. Выставкӑра интереслӗ япаласем нумай пулчӗç. Уяв юрӑсем, ташӑсем, вӑйӑсем тата интереслӗ конкурссемпе малалла тӑсӑлчӗ. Кӗрхи бал уявӗ вăйăсемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе пуян пулчӗ, ачасене те, хутшăнакансене те питӗ килӗшрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев