Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗнер. Паян. Ыран

Иртсе пыракан эрнери пулӑмсем

Инвалидсен декади шайӗнче Ҫӗпрел районӗнче ыркăмăллăх куравне – алӑ ӗҫӗсене сутассине йӗркеленӗччӗ.

Ку япаласене сусăр ачасем те, ҫитӗннӗ ҫынсем те хатӗрленӗччӗ. Вӗсене чи малтан районти Ӗç тăвакан комитет зданийӗн фойинче ертӳçӗсене сӗнчӗç. Эрне хушшинче çакнашкал курав районти Культура çурчӗн фойинче те ӗҫлерӗ. Кăмăлӗ пур кашни çын алӑпа тунă, шăрçасем тирсе ӗçленӗ, мамăк çипрен ҫыхнӑ япаласем туянма пултарчӗç.

Исламетдин Низамов:

– Эпӗ кашни ҫул куравран пӗрер чăрăш туянма тӑрӑшатӑп. Манӑн ӗҫ сӗтелӗ ҫинче вӗсем темиçе ӗнтӗ. Ачасем пӗчӗк чухне эпӗ тетте чăрăша киле илсе каяттăм, халӗ парнелӗп – илемлӗ-çке.

«Ыркăмăллăх мероприятийӗнче пуçтарăннă укҫа-тенкӗ «Благодарение» фондра пухăнать, япаласен хуҫисене парăнать, – тет курава йӗркелекенсенчен пӗри «Пăшăрхану» директорӗ Илгизяр Вафин.

 

Район центрӗнче, шкулсенче Паллӑ мар салтак кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ.          Районти Мухтав монуменчӗ умӗнче митинг иртрӗ. Унта ертӳçӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, Çамрӑк армеецсем, пенсионерсем хутшӑнчӗҫ. Пӗр минут шăп тӑнӑ хыҫҫӑн, Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ.

 

Çулсерен декабрӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫейре ирӗклӗ пулăшакан (волонтер) кунне палӑртаҫҫӗ

Ҫак кун пирӗн районта та волонтерсене чысларӗҫ. «Тунтикун канашлӑвне» чӗнсе илсе, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров волонтерсене Венера Гараевана, Ильгиза Айсинана, Мария Мынинана, Гульсина Фаизована Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

«Волонтерство вӑл  –  ырă чӗреллӗ, çынлăхлă пулнин тата ыркӑмӑллӑхӑн тӗслӗхӗ. Эсир таврари ҫынсене, хăвăр пулăшу панишӗн ним кӗтмесӗрех, усӑ кӳретӗр», – тесе палӑртса иртрӗ парнеленӗ вăхăтра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. Ҫавӑн пекех, вӑл юлашки ҫулсенче коронавирус чирӗпе ҫыхӑннӑ май, «Пулăшу юнашар» акци пынă хушăра волонтерсен пулăшăвӗ пысăк пулни çинчен те пӗлтерчӗ.

Ҫӗпрел районӗнче 300 ҫын волонтер пулнă май регистрациленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев