Ӗҫне кура хисепӗ
Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакан Елена Кузьминична Андреева (Мискина) хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи паллӑ кунсенчен пӗрне, 85 ҫул тултарнине, паллӑ турӗ.
Елюк аппа нумай ачаллӑ ҫемьере çут тӗнчене килет. Ҫемьере вӗсем пӗр ывӑл тата пилӗк хӗр ӳсеççӗ. Вӗсен хушшинче Петр, Клавдия, Ольга, Саня, Нина тата чи кӗҫӗнни – Елена. Вӗсен ҫемйине те, вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи çулсенчи ытти нумай ҫемьесене тӳрӗ килнӗ пекех, йывӑр шӑпа тивнӗ. Ашшӗ Кузьма Мискин, вӑрҫӑ пуçлансан, 3 уйӑхран хыпарсӑр ҫухалать. Нумай ачаллӑ амӑшне, Мария Васильевнана, ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра ачисене ура ҫине тӑратса, тивӗҫлӗ воспитани панине куҫ умне кӑларма питӗ йывӑр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта, уй-хирте тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче арҫынсен алли ҫитменнипе, мӗнпур ӗç хӗрарӑмсем çине тиеннӗ. Ҫирӗпленсе ҫитеймен Елена, имшеркке хӗрача 15 ҫулта, 7 класс пӗтерсен, колхоз производствинче аслисемпе тан ӗҫлеме тытӑнать.
Елюк аппа йывӑр вӑхӑтсене: тăхăнмалли пулманни, кӑмака хутма вутă ҫитменни, апат-ҫимӗҫ енчен йывӑрлӑхсем пулни, уйрӑмах хӗлле, ҫулла вара час-часах тӗрлӗ курӑкпа тӑранса пурӑнни çинчен кулянса аса илчӗ. Шкулта вăл тӑрӑшса, лайӑх вӗренет, анчах та ҫемьери йывӑр лару-тӑрăва пула малалла вӗренсе, вӑтам пӗлӳ илме май килмест. Мӗнле ӗҫ пурнӑҫра чи йывӑрри пулнине ыйтсан, Елюк аппа: «Алӑпа пусăсем чавни», тет. Вӑл тӑватӑ ҫынран тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнӗпе, асаттесен меслечӗпе, пилӗк пусӑ чавни çинчен те калаçрӗ.
Елена Кузьминична мӗн ҫамрӑкран пир тӗртмелли, ҫыхмалли, ҫӗлемелли тата ытти ал ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене алла илет. Вӑл нушаллӑ ҫынсем валли халичченех нуски ҫыхать.
1975 ҫулта, шӑп 50 ҫул каялла, Николай Андреевпа çемье çавăрать. Ҫемьере пӗртен-пӗр хӗр – Мария – çут тӗнчене килет. Мария ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илет, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнать. Хӗрӗ тата мӑнукӗ Дима час-часах килсе çӳреççӗ, амăшне, кукамăшне килти хуҫалӑхра май пур таран пулӑшаççӗ.
«Ӗçне кура – хисепӗ», – тенӗ халăх хушшинче. Мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех, Елена Кузьминична йӗтем çинче тӗрлӗ ӗҫре, тӗпрен илсен, Бауман ячӗллӗ колхозăн уй-хирӗнче ӗҫлет. Нумай ҫул тӳрӗ кăмăлпа ӗçленӗшӗн, Бауман ячӗллӗ колхоз правленийӗн, профсоюз комитечӗн Хисеп грамотипе пӗрре мар наградӑланать, 1973 ҫулта «Социализмла ӑмӑртăвăн ҫӗнтерӳҫи» пулса тӑрать. Елена Кузьминичнана, çаплах, ялти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑннине шута илсе, 1969-74 ҫулсенче Ҫӗнӗ Йӗлмел ял совечӗн депутачӗ пулма тата 1975 ҫулта район совечӗн депутатне суйлаççӗ. Елюк аппа «Ӗçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» панă юбилей медалӗпе мӑнаҫланать, вăл «Ӗҫ ветеранӗ» ята та тивӗҫнӗ.
Çуралнă кунӗ умӗн Елена Кузьминичнӑпа тӗл пулса калаçнă вăхăтра, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене пурне те ҫуралнӑ, паллӑ кунсемпе саламласа тăни те мана питӗ интереслентерчӗ. Пурне те астăвать. Унӑн ҫывӑх тӑванӗсенчен пӗри, аслă аппăшӗн ывăлӗ Николай Карсаков, Елена Кузьминична çинчен çапла калать:
– Унӑн ӑслӑ шухӑшӗсемпе канашӗсем пире ҫынсен тӗлӗшпе ырӑрах та тимлӗрех пулма хавхалантараҫҫӗ, – тет.
Аслă çулсенче пулсан та, Елена Кузьминична хуҫалӑхӗнче кӑвакалсем, хурсем, чӑх-чӗп усрать. Паянхи кунчченех тӗрлӗ çырӑнтару кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илет, пушӑ вӑхӑтра «Тăван ен», «Сувар» хаҫатсене, кӗнекесем, журналсем вулама юратать, хаҫатсенчи калавсемпе интересленет, вӗсене куҫлӑхсӑрах вулать, вуланӑ материалсемпе тантӑшӗсене те паллаштарать.
Елена Кузьминичнана Панулми сăпасӗн эрнинче, сумлă юбилейпе, пӗртăванӗсен ачисем, ҫывӑх тӑванӗсем саламлаççӗ, ӑна ҫирӗп ырлӑх-сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул сунаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев