Навруз: ӗлӗкхи йӑласем каялла таврӑнаҫҫӗ
Мартăн 21-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнче Навруз уявне палӑртса иртрӗҫ
Ӑна районти культура ӗçченӗсемпе пӗрле районта пурăнакан узбек диаспорӗ хатӗрленӗччӗ. Уявра тӗрлӗ наци юррисем янӑрарӗҫ, ташӑсем, вӑйӑсем пулчӗç. «Навруз пики» пурне те саламларӗ. Ҫавӑнтах сӑмавар та вӗрерӗ, плов пиçрӗ. Уява килнӗ кашни çын плов ҫисе, чей ӗҫсе кайрӗ.
Камиль Бикмухаммедов уяв мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫӗпрел ҫыннисене пӗрлӗхлӗ пулма чӗнсе каларӗ. Кашнинех, суту-илӳ тӑвакансене те уяв кӑмӑлӗсене кайрӗ. Вӗсем хушшинчен Джаухария Мушарапова хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ, тав турӗ.
– Питӗ илемлӗ йӗркеленӗ уява, плов та питӗ тутлӑ. Ҫитес ҫулсенче те кӗтсе тăрăпăр, – терӗ.
Справка
Навруз — Хӗвелтухӑҫ календарӗ тӑрӑх Çӗнӗ çулăн пӗрремӗш кунне – мартӑн 21-мӗшне тӳрӗ килет. Мартăн 21-мӗшӗнче ученӑйсем астрономи ҫуркуннин пӗрремӗш кунӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн тесен çак кун Хӗвел ҫӗр чӑмӑрӗн икӗ ҫуррине те пӗр шайра ҫутатма пуçлать тата кунпа ҫӗр танлашса, вуникӗ сехете тăсăлать.
Татар-информ справки:
Навруза мăсăльман халăхӗсен уявӗ кăна тесе калани тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен ăна Вăтам Азире тата Иранда ӗнтӗ Ислан тӗнӗ йышăниччен темиçе пин çул ӗлӗкех паллă туса ирттернӗ.
Наврузра сӗтел çине тулӑ, кукуруза, вир, урпа, пӑрҫа тата ытти ҫӑнӑхран пӗҫернӗ çаврака каравай хунă. Ҫав-ҫавах уяв илемлӗ пулса шăтарнă тулă та шутланнă. Узбек, таджик, тӗрӗксен тата турци халӑхӗсен паян та çак илемлӗ йӑли сыхланса юлнӑ.
Ӗлӗкрех ҫамрӑксем Наврузра шыв хӗрринче кӑвайт чӗртсе, ун тавра вӑйӑ вылянӑ. Пӗтӗм чир-чӗр, инкек-синкек кивӗ ҫулта юлтăр тесе, аслисемпе кӗçӗннисем кăвайт урлă сикнӗ.
Аслă çулсенчисем, уяв пулас кун пӗр кун малтан урттăш йывӑҫçи ҫунтарса, килтен усал вӑйсене «хӑваласа кӑларнӑ», кил-ҫурта, картишне тасатнă, шăлнă. Хăйсем те çăвăннă, таса кӗпе-йӗм тăхăннă. Кӳршӗсем, тӑван-хурӑнташӗсем пӗр-пӗрне кӳрентернӗ пулсан, çӗнӗрен туслашнă.
Авалхи Пӑлхарсем ӗлӗк-авал икӗ çӗнӗ ҫул уявӗ ирттернӗ: декабрь уйăхӗнче хӗллехи Нардугана тата ҫурхи, мартӑн 21-мӗшӗнче – Навруза. Уявра пӗҫернӗ пӑтта «Курак пӑтти» тенӗ. Юлнӑ пӑтта ҫӗр ҫине сапса хӑварнă (урăхла каласан, кураксене хӑналанă), Çӗнӗ ҫул ăнăçлă пултăр тесе, юрӑсем юрланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев