Наукăпа практика конференцийӗ
Республикăри тăван чĕлхене аталантармалли мероприятисем ҫинчен
Надежда Григорьева, Алешкин-Саплăк вăтам шкулěнче тăван (чăваш) чӗлхипе литературине вӗрентекен
Тутарстанра «Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чĕлхисене упраса хăварасси, вĕсене аталантарасси» уйрăм патшалăх программи ĕçлет. Вӗсенчен пӗри, кашни ҫулах унта пурӑнакан халӑхсен (удмурт, чӑваш, мари, мӑкшӑ) вӗрентекенӗсене пӗрлештерсе конференцисем, семинарсем ирттерни.
Хусанта ноябрӗн 20-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхесене тӗпчесси тата Тутарстан Республикинче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисене вӗрентесси» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Тӗп теми — «Тӑван чӗлхесем поликультура уҫлӑхӗнче: паянхи стратегипе вӗрентӳпе воспитанири технологисем».
Мероприяти Тутарстан Республикинчи пурӑнакан халӑхсен (удмурт, чӑваш, мари, мӑкшӑ) вӗрентекенӗсене пӗрлештерчӗ.
Конференцие хутшӑнакансене малтан шалти политика ыйтӑвӗсемпе Тутарстан Республикинчи наци политикин управленийӗн начальникӗ Данил Мустафин тата Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, Тутарстанри халӑхсен Ассамблейин ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Ренат Валиуллин саламларӗҫ. Вӗсемех Раҫҫей Федерацийӗн, Тутарстан Республикин Патшалӑх чӗлхи политикин Концепцийӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланнине, республикӑра пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене вӗренмелли тата вӗрентмелли условисем йӗркеленнине ҫирӗплетсе хăварчӗҫ. Кӳршӗри республикӑри ӗҫтешсене этнокультура вӗрентӗвӗнче тата наукӑпа методика енӗпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗшӗн тав турӗҫ.
Тутарстан Республикин вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ Минзалия Закирова Тутарстанра этнокультура условийӗсенче вӗренӳ мӗнле шайра тӑни ҫинчен доклад туса пачӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче конкурссемпе олимпиадӑсен ҫитӗнӗвӗсем пирки пӗтӗмлетӳ турӗ. Малашнехи тăван чӗлхене аталантармалли мероприятисемпе паллаштарчӗ.
Çак конференцие пирӗн районтан, Çӗпрелӗнчи çутӗç пайӗнче методист пулса ӗҫлекен Светлана Владимировна Ларионова йӗркеленипе, 14 вӗрентекен хутшăнчӗ. Конференци ӗҫӗ секцисем ҫине пайланса иртрӗ. Тӑван (чӑваш) чӗлхипе литературӑна вӗрентес енӗпе ӗҫлекен секцие Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедра пуҫлăхӗ Анна Семеновна Егорова ертсе пычӗ. Вăл тăван чăваш чӗлхине поликультура условийӗсенче вӗрентесси, ăна ытти чӗлхесемпе танлаштарса тӗпчесси ҫинчен хускатрӗ тата Чăваш Енри шкулсен опычӗпе, ачасене вӗрентмелли вӗренӳ порталӗн функционаллӑ майӗсемпе паллаштарчӗ. Уйрăмах, 9-мĕш класс ачисене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарасси, вĕсене хатĕрлентересси, унти çĕнĕлĕхсемпе тата олимпиадăна хатӗрлентерес ыйтусем пирки чарăнса тăни интереслӗ пулчě.
Çавӑн пекех спикерсен шутӗнче пирӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем — Надежда Григорьева (Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗ), Валентина Петрова (Чӑваш Çӗпрел вӑтам шкулӗ) пулчӗҫ. Ытти районти вӗрентекенсен шутӗнче Светлана Мукасева — (Альших вӑтам шкулӗ), Марина Захарова (Çарӑмсанри Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗ), Людмила Ильгузина (Анат Камӑри 34 № гимнази) пулчӗҫ. Вӗсем паянхи пурнăҫра тăван чӗлхене вӗрентес ӗҫри актуаллă ыйтусене хускатрӗҫ, ҫӗнӗ вӗрентý технологийӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Юлашкинчен, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркесене, халӑхăн культурине упраса хӑварас ӗҫе хастар хутшӑнакансене Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев