Наци уявӗн эстафетине Кӗҫӗн Чăнлă ялӗ йышăнчӗ
Парнисем нумай пулнă, Сабантуй
Кăçал Сабантуй, районтисӗр пуçне, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче кăна иртрӗ тата ялăн илемӗ пулчӗ, ăна тата та чаплăрах турӗ, кунта чӑнах та тăрăшуллă, пултăклă, хастар ҫынсем пурӑннине тепӗр хут кӑтартрӗ.
Уявпа саламлама килнӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та çакна палăртса иртрӗ:
– «Цильна» хуҫалӑхӗпе, унӑн ертӳçипе Барис Гафуровпа чӑннипех мăнаçланатпăр. Пур енчен те пултаруллă ертӳçӗ. Вăл ертсе пынипе унăн ӗçченӗсем, пӗтӗмлетсе каласан, ялти халăх та çавăн пек тăрăшуллă. Ăнăçусем кăна çӗнсе илни кăна мар, кунти йӑла-йӗркесене упраса хӑварасси ҫине те пысӑк тимлӗх парăнать, ырӑ ӗҫсем те нумай пурнăçланаççӗ, – терӗ вăл.
Республикăра, Раҫҫейре те палăрма пултарнă «Цильна» хуçалăх ертӳçи Барис Гафуров: Уяв кашниншӗн кăмăллă пултӑр, уяври хаваслă самантсем вăрах сыхланччăр тесе сунчӗ. Малашнехи планӗсемпе паллаштарчӗ.
– Иртнӗ çул уяв ирттерме пултарайманни, чунра мӗнле-тӗр пушӑлӑх кăларса тăратрӗ. Сабантуй вӑл – пире ҫамрӑклӑха илсе килет, йӑла-йӗркесене, иртнӗ вӑхӑта манма памасть, ӗҫленӗ ӗçӗмӗре те пӗтӗмлетӳ тутарать. Ҫавӑнпа та Сабантуй вӑл – пӗр ҫулталӑка ҫитмелӗх уяв. Савăнса калама пултаратпӑр, иртнисем, ӗҫ кăтартăвӗсем лайӑх, апла пулсан пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Хамăрăн малта пыракан механизаторсемпе, трактористсемпе, дояркӑсемпе мăнаçланатăп. Вӗсем пур чухне хуҫалӑхăн паянхи шанчӑклӑ, малашлӑхӗ ӗмӗтлӗ. Ялăн инфраструктури, социаллӑ енӗ улшăнать. Ҫулсем, илемлӗ парк тунă, обелиска ҫӗнетнӗ. Çулсерен 35-40 миллион тенкӗлӗх техника туянатпăр, çак сумма чухлех строительство ӗçӗсем илсе пырăнаççӗ. Паянхи кун тӗлне чи пысӑк сӑваплӑ ӗçсенчен пӗри пулса, мечет çӗнетесси. Ҫак здание 90-мӗш ҫулсенче туса лартнăччӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл мӗнпур требованисене те хурав пачӗ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вара, мечӗтӗмӗр Хусан хулинчи тӗн ҫурчӗ евӗрлӗ пулса тӑрӗ. Ăна Курбан-байрам уявӗ тӗлне уçма планлатпӑр.
Шутласа кайсан, ӗçӗмӗр пайтах. Уява та май килнӗ таран илемлӗ йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр. Кăмăллăн канӑр. Сабантуйран кайнӑ чухне, тепӗр çул та килме сывлăхăмăр пултăрччӗ тесе каймалла пултăр, – терӗ. Вăл уй-хирсенче, фермӑра ӗҫлекенсене тав туса, пысӑк парнесем пачӗ.
Уяв, чӑннипех те асра юлмалăх пулчӗ. Саламланисем, парнесем панă хыççăн Сабантуй вӑййисем старт илчӗç. Кам-тăр чӳлмек ватрӗ, кӗвентепе шыв йăтрӗ, михӗ тăхăнса чупрӗ, турăх ăшне питӗпе чăмса, 10 тенкӗ укçа шырарӗ, кӗскен каласан кашни ӗçре хăйсен хастарлăхне кăтартма пултарнă Кӗçӗн Чăнлă çыннисем вăйăсенче малта пулчӗç. Кашниех кунта хӑй пӗлнӗ пек канчӗ, ташларӗ-юрларӗ. Эстрада юрăçи Фирдюс Тямаев хăйӗн юрри-ташшипе савăнтарса тăчӗ.
Кӗçӗн Чăнлă ялӗн чапӗ таврана вӑйлӑ кӗрешекенӗсем пулнипе те сарăлнă. Кӑҫал та ялăн чи пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех кӗрешрӗç. Абсолютлă паттăр ятне Рамиль Айзятуллов çӗнсе илчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев