Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Наци тумӗ  – пирӗн истори еткерлӗхӗ

1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел  вăтам шкулӗнче «Пӗрлӗхлӗ ҫемьере» ятлă наци тумӗн ăмăртăвӗн муниципаллă конкурсӗн этапӗ иртрӗ

Кăмăл-сипет

Конкурс йӗркелӳҫисем конкурс тӗллевӗ – наци тумӗсене çӗнетесси, ҫитӗнекен ӑрӑва кӑтартасси, мантарас марри тесе пӗлтерчӗҫ.

– Ман шухăшпа, ҫакӑн пек конкурссемпе наци тумӗсене ҫӗнетме, упраса хӑварма, ачасене вӗсене юратма, илемлӗхе курма, хамăрăн историе манмалла мар воспитани пама пулать. Наци тумӗ –пирӗн ҫӗршыв историйӗ, культури, кунта пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа паракан паха еткерлӗх, – тет районти вӗрентӳ пайӗн наци воспитанийӗ енӗпе методисчӗ Алсу Тумакова.

Чӑннипе те, ҫак конкурс пуҫланичченех-ха, наци тумӗсене тăхăннă ҫамрӑксене курсан кăмăлăм çӗкленчӗ. Шкулта вӗреннӗ çулсенчи истори произведенийӗсен геройӗсем – «Галиябанусем» – аса килчӗҫ. Вӗренекенсем Сююмбике сӑнарне те кăтартнăччӗ.

Тутар хӗрӗсем калфак,  илемлӗн çавăрса тутăрсем çыхнă пулсан, каччăсен пуçӗсем çинче тюбетейчӗ, чӑваш ачисем те хӑйсен наци тумӗпеччӗ, хӗрсем – тухьясем тӑхӑннă. Ку таврари халăхсен-мишерсен, чӑвашсен тумӗсене ку чухнехилле  çӗнетнине те куртăмăр.

Унта хутшӑнакансен ӗҫӗсене икӗ номинаципе хакларӗç: «Традициллӗ костюм» тата «Хальхи костюм». Вӗренекенсем хăйсем тăхăннă наци тумӗсен историйӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.

Ку конкурсӑн малашлăхӗ те пур пулӗ, тетӗп. Мӗншӗн-ха ӑна район шайӗнче ҫӗклес мар тата районти Культура çуртӗнче ирттерес мар?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев