Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Наци проекчӗсене – «симӗс ҫутӑ»

«Единая Россия» парти пулӑшăвӗпе районта федераци тата республика программисем пурнӑҫлаҫҫӗ

Ҫак кунсенче район территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫлас ыйту енӗпе канашлу иртрӗ. Канашлăва район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин илсе пычӗ. 

– Тутарстан çыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассишӗн наци проекчӗсем ӗçлеççӗ, вӗсем Тутарстан Республикинчи наукӑпа технологи тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне малалла ярассине тивӗçтерессишӗн, ҫав шутра пирӗн районта та, кашни ҫыннӑн пурнӑҫ шайне ӳстерме тата ӑна хӑйӗн пултарулӑхне пурнăçлама майсем туса памалла. Кашни наци проектӗнче вӗсене çӗнсе илес енӗпе ятарлӑ тӗллевсем, мерӑсем палӑрнӑ, – терӗ район пуҫлӑхӗн çумӗ тухса калаçнă вăхăтра.

Канашлура 2021 ҫулта районта пурнӑҫланнӑ тата 2022 ҫулта пурнӑҫлама палӑртса хунӑ проектсене сӳтсе яврӗç.

Пӗлтӗр пирӗн районта «Вӗренӳ», «Культура», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ», «Хӑрушсӑр ҫулсем», «Предпринимательство» наци проекчӗсем пурнӑҫланнӑ.

Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин палăртса иртнӗ тăрăх, «Вӗренӳ» наци проекчӗпе тата «Хальхи шкул» регион проекчӗпе 2021 ҫулта Анат Чакă, Упи, Кивӗ Какăрлă вӑтам тата Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗсенче цифра тата гуманитари профильӗсен тӗп тата хушма пӗлӳ паракан программăсене пурнӑҫлама пурлӑхпа техника никӗсне туса хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пурнӑҫланине палӑртрӗ.

Районта ҫавӑн пекех «Культура» наци проекчӗпе Анат Хураката ял тӑрӑхӗнчи Культура çуртне тӗпрен юсама тытӑннă, вӑл кӑҫал та малалла пырать. Хураката Культура çуртне юсаса ҫӗнетме 12 миллион тенкӗрен ытла укçа уйӑрнӑ.

«Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» наци проекчӗпе «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» регион проекчӗ тӑрӑх «Дуслăк» парка юсаса ҫӗнетесси пурнӑҫланнӑ. Паркра баскетбол, волейбол, мини-футбол, урамри тренажерлӑ зона, ача-пăча лаптăкӗнче ҫумӑрпа хӗвелтен хӳтӗлемелли  сооружени, культура мероприятийӗсем валли амфитеатр туса хунă. Проекта пурнӑҫланӑ чухне ҫуран ҫулсене тирпей-илем кӗртесси ҫине уйрӑмах тимлӗх  пачӗҫ. Парка юсаса ҫӗнетме 16 миллион тенкӗ ытла укçа тӑкакланӑ.

«Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» çӗршыв шайӗнчи наци проекчӗ тӑрӑх Хусан – Ульяновск – Кивӗ Ҫӗпрел автомобиль çулӗсене юсанӑ. Ҫавӑн пекех 2021 ҫулта «Экологи» наци проекчӗ тата «Вӑрмансене сыхласси» регион проекчӗ енӗпе 4,9 гектар лаптăк çинче вăрман ӗрчетес ӗçсем пурнăçланнă. Çӗршыв шайӗнчи проектпа Анат Чакă ял тӑрӑхӗнче Анат Чакă тата Шатăршан ялӗсем хушшинче ҫамрӑк хунавсем лартнӑ.

Районта пурӑнакан 4 çын «Предпринимательство» çӗршыв шайӗнчи наци проекчӗ пурнӑҫланнӑ чухне хӑйсен ӗҫне аталантарма патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ. Сӑмахран, Алия Камараевапа Нина Афанасьева ҫак наци проекчӗпе усӑ курса 24 ӗне валли сӗт фермисем тума 3 миллион тенкӗ  займ илме пултарчӗç. Айрат Айзятов 90 пуҫ валли хисепленнӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем самăртма 3 миллион тенкӗ виҫепе займ илнӗ, Ильсияр Идиатуллина 1,3 гектар лаптăк çинче çырла ӳстермешкӗн 1,5 миллион тенкӗ тенкӗ укçа илнӗ.

2022 ҫулта районта, çаплах, «Вӗренӳ», «Культура», «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ», «Хӑрушсӑр ҫулсем», «Экологи» пек наци проекчӗсем пурнӑҫланӗҫ.

Справка

2018 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хăйӗн Указӗпе ҫӗршыв правительстви умне 2024 ҫулччен Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайăхлатма тӗллев лартнăччӗ. Ҫавна тӑвас тесе вӑл виҫӗ енлӗ наци проекчӗсене туса хатӗрлеме хушрӗ: «Çын капиталӗ», «Пурӑнма хăтлă хутлӑх» тата «Экономика аталанӑвӗ».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев