Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Наталия Клементьева: «Поэзи – чун киленӗвӗ»

Наталия Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнать.

Хаҫат страницинче тӑтӑшах Наталия Клементьеван сӑввисем пичетленсе тухнине вулакансем, тен,  асӑрханӑ пулӗ. Паян хаҫат тӗпелӗнче иртекен калаҫӑва та вăл хаваспах хутшӑнчӗ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ поэзи анинчи пултарулăхне ин тересленсе итлерӗм. Кам-ши вӑл, епле ҫырӑнаҫ йӗркесем тата ытти нумай ыйту канӑҫлантарчӗ те паллашма. Пӗлес килнипех пуль.

Наталия Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнать. Ку тӑрӑха вара, Патӑрьел районĕнчен Именкасси ялĕнчен кин пулса  килнӗ. Ҫирӗп тымар янах теме пулать, ултӑ ачан амӑшӗ те, юратнӑ упӑшкин сӑпайлӑ мӑшӑрӗ те.

– Наталия, хӑвӑр ҫемйӗр çинчен кăштах каласа иртсемӗрччӗ...

– Эпӗ Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура ҫурчӗн заведующийӗ пулса ӗçлетӗп. Культура сферинче ӗҫлеме пуҫличчен «Тӑван ен» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Мӑшӑрпа пӗрле ултӑ ача пӑхса ӳстеретпӗр. Асли – Женя, ялтах, ӗҫлет (экономика хăрушсăрлăхӗн службинче), иккӗмӗшӗ – Дима (Мускав облаçӗнче Ногинскра) ҫар хӗсметӗнче тӑрать. Виҫҫӗмӗшӗ – Николай (8 класра вӗренет), Кирилл (6 класра), Мария (3 класра), Давид –  чи кӗҫӗнни (1 класра). Мӑшӑрăм Алексей Николаевич районти «Прогресс» предприятийӗнче сварщик та, электрик та пулса вӑй хурать. Мӑшӑрӑн алли-ури ылтӑн. Кашни туснӑ япалана тытса тума чӑтӑмлӑхӗ те, ӑсӗ те ҫитет.

– Ачалӑха таврӑнар-ха, хаваслӑ та шухӑ пулнӑ пуль? Шкулта вӗреннӗ чухне те чӑваш чӗлхипе литература та юратнӑ предметсем пулнӑ?

– Ҫапла, ача чухне питӗ шухӑ пулнӑ. Ҫамрӑклӑх вӗт, мӗн тӑвас тен? Шухӑ пулнӑ, шухӑшсӑр ҫӳренӗ… Чӑваш чӗлхипе литература предмечӗсене чунтан юратса вӗреннӗ.

– Пӗрремӗш сӑввӑра миҫе ҫулта ҫырнӑ? Мӗн пирки пулнӑ? Ӑҫта пичетленнӗ малтанах? Кам пулнӑ чӑн малтан паллашаканни?

  – Ачаранах сочинени ҫырма юрататтӑм. Каҫсерен вара – пурте ыйха путсан, калавсем ҫыраттӑм. «Тантӑш» хаҫатра кашни эрнере тенӗ пек калавсем пичетленсе тухнӑ. Сӑвӑ ун чухне ҫырсах кайман. Анчах та хушӑран ҫырнӑ. Пӗрремӗш сӑвва 15ре чухне ҫырнӑ. Тӑван тавралӑх пирки. Ӑна ача-пӑчасен пухса хатӗрленӗ кӗнекинче кӑларнӑччӗ. Кӗнекен ятне астумастӑп. Шупашкара та чӗннӗччӗ, кайма май пулман.

– Наталия, камран куҫнӑ-ха поэзи анинчи пултарулăх, йӑх-несӗл таврашӗнче, тен, пулнӑ хӑват паракан?

  – Пирӗн йӑхра ҫыракансем пулман. Аппа ҫыраччӗ ман, ӑна курса, ӑна пӑхса эпӗ те ҫырма пуҫларӑм. Чи малтан хавхалантараканни манӑн аппа пулнӑ. Манран икӗ ҫул аслӑ. Тавах, аппана.

– Сӑвӑ ҫырасси те ҫӑмӑл ӗҫ мар, рифмӑсене те килтермелле-çке йӗркесенче.

– Сӑвӑ ҫырасси ҫӑмӑл мар. Вӑхӑчӗпе ҫак хавхалану ҫухалса та каять. Вара хамра йӑнӑш шырама пуҫлатӑп. «Мӗншӗн чун-чӗре арчинчен нимӗн те тухмасть?» – тесе пӑшӑрханатӑп. Умлăн-хыçлăн сӑвӑ йеркисем ҫӗнӗ хум килнӗ пек ҫырӑнаҫҫӗ.

 – Мĕн-ха вӑл, сирĕншĕн поэзи?

  – Поэзи – чун киленӗвӗ. Поэзи – хӑйне уйрӑм тӗнче. Сӑмахсем сывлӑшра ҫӳреҫҫӗ, чӗре ҫине хурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ.

 – Сӑвӑҫ пулма лайӑх-и? «Хĕвел» хушма ят мĕне ӑнлантарать тата?

– Сӑвӑҫ пулма лайӑх. Пӗр вӑхӑт ҫырӑнмасӑр тӑрать те, хуйхӑрма пуҫлап. Тем ҫитмест пек. Мӗн йӑнӑш турӑм-ши теп, чун-чӗре енчен. Хӗвел пек ялан ăшшăн кулатӑп. Кулни те мар, ҫынсене хамӑн кулӑпа ӑшӑтас килет.

– Талӑкӑн хӑш вӑхӑтенче, килте шӑплӑх хуҫаланнӑ вӑхӑтра ҫырӑнаҫҫӗ пуль сӑвӑсем? Хавхалану та кирлӗ вӗт.

– Тӗрлӗрен пулать. Ҫулла – кӗтӳ ӑсатнӑ хыҫҫӑнах ҫырма ларатӑп. Халӗ, сӑмахран, каҫпа, пурте ҫывӑрнӑ чух. Пурте ыйха путсан та, сăвăçă вара ҫывӑрмасть. Ытларах каҫхине ҫыратӑп, шӑплӑхра. Хавхалану йӑлтах Турӑ панинчен килет пуль, тетӗп.

– Хӑш тема ытларах килӗшет? Мӗн хистет-ха сӑвӑ шӑрҫалама?

– Ытларах çемье, пурнӑҫ, ачасем, ырӑпа усал темӑсене суйлатӑп. Юрату пирки ҫырма юратмастӑп вара. Мӗншӗн? Пӗлмеп.

– Сӑвӑ йĕркисем те чунран тухнисем, вулатӑн та шухӑша путатӑн. Кашни сӑмахне вĕт чĕре витĕр кӑларнӑн туйӑнаҫҫĕ.

– Çапла, пурте чӗререн тухакан сӑмахсем. Юлашки вӑхӑтра тем ҫитмест этеме? Хӑйпе хӑй тулашать, вӗчӗхет. Тем амакӗ кӗрсе ларнӑнах туйӑнать. Ӑшӑ самах пирки калас та килмест. Дефицит. 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр. Пурте вӗреннӗ, ӑслӑ, чипер сӑн-питлӗ ҫынсем ӗнтӗ. Анчах та ырӑ сӑмахсене йывӑррӑн кӑна кӑларатпӑр. Начаррине калас тесен вара, пулеметран пенӗ пек тухать. Аван тусан та юрама ҫук халь этеме. Начар тумалла пулсан ҫурса тӑкма хатӗр тӑраҫҫӗ. Эх! Ӑҫта пырса ҫапӑнтӑмӑр-ши?

– Мӑшӑр та, юлташсем те тӗрев параҫ пуль пултарулăхна хакланӑ чухне?

– Сӑвӑсем шӑрҫалама пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑх, чун юратӑвӗ те хистет пуль. Мӑшӑрпа эпир тӗнчене уйрӑм куратпӑр. Ҫук, вӑл мана ӗҫ енӗпе нумай пулӑшать. Ҫыннӑн шухӑшӗ, ҫын мана мухтани е хурлани çине эп сахал тимлӗх паратӑп. Паян сӑвӑ ҫырнӑ – Мухтав Турра! Сӑвӑ ҫырсан ҫӑвара пыл та ҫу хыптарнӑ пек туйӑнать.

– Хӑвӑн пӗрремӗш сӑвӑ кӗнекине кӑларасси ҫинчен ӗмӗтленмен-и?

– Сӑвӑ кӗнекине кӑларас пирки шутламан пит. Анчах та юлташсем, «кӗнеке кӑларас пирки шутламалла ӗнтӗ», сан теҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тӗплӗн шутласа пӑхап-ха ҫакӑн пирки. Тен, Турӑ парсан, пулӗ те.

–  Тавах, калаҫӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн. Ӗмĕтленнĕ ĕмӗтӳсем пурнӑҫа кӗччӗр. Кӗнеке хӑтлавне те килмелле пултӑр. Ӑнӑҫу ҫулӗпе утма сунатӑп ҫемье вучахӗн управҫине. Сӑввӑрсене итленӗҫем шутлатӑп, мӗн чуль ҫепӗҫлӗх унта пытаннӑ. Поэзие чунтан юратаканскере, пирӗшти-управҫӑ яланах ҫумӑрта пулса, ӑнӑҫу кӳтӗр, ҫулна яланах упратӑр.

 

– Тавтапуҫ!

 

 

 

 

Вулакансене Наталия Клементьеван ҫĕне сӑввисемпе паллашма сĕнетпĕр

Эс телейлӗ-и

манпа?

 

Эс телейлӗ-и, манпа?

Каласам, савни мана,

Кӗве ҫиет, тен, сана,

Кӗвӗҫме паран чунна.

 

Кирлӗ мар мана тепри,

Ман ҫумра Турӑ ҫырни.

Кая юлнӑ суйлама,

Вӑхӑт ҫитнӗ ватӑлма.

 

Эс телейлӗ-и манпа?

Килӗшмест эп савӑнни?

Ҫӳремешкӗн тунсӑхпа,

Начар туман никама.

 

Эс телейлӗ пулмасан,

Пурпӗр лармӑп пуҫ усса.

Чун ӑшшине памасан,

Хамах илӗп чуптуса...

 

 

Эх, пурнӑҫ...

 

Чакаланчӑк арҫынпа,

Питӗ йывӑр пурӑнма.

Юрама ҫук апатпа,

Шутламасть вӑл ватӑлма.

 

Пӑрҫа яшки пӗҫерсен,

Мӗншӗн салма ҫӑрман, тет.

Чӗвӗл-чӗвӗл пуплесен,

Эс кама-тӑр тупнӑ, тет.

 

Чӑтмалла-ха ӗҫкине,

Тиркемест вӑл «ҫуттине».

Ҫав вӑхӑтра ачине,

Ӳстермелле канлӗхре.

 

Выльӑх-чӗрлӗх макӑрать,

Кашни кун ҫиме ыйтать.

Арӑм витене чупать,

Васкаса ӗне сӑвать.

 

Палларӑр-и хӑвӑра?

Чакаланчӑк арҫынсем.

Пурнӑҫ иртмӗ пулӑра,

Чӑтаймаҫҫӗ мӑшӑрсем.

 

Ватлӑх килет – систермест,

Сывлӑх пӗтет ерипен,

Ун чух кирлӗ мӑшӑрсем,

Мӑштах пулӑр арҫынсем.

 

 

Салтак амӑшӗ

 

Ывӑла ӳстертӗм.

Лӑпкаса, савса.

Салтака ӑсатрӑм,

Чунтан хурланса.

 

Нумаях юлмарӗ,

Ывӑлӑн килме.

Темӗн ӑш вӑркарӗ,

Самани темле...

 

Ав вӑрҫа каяҫҫӗ,

Патвар ҫамрӑксем.

Амӑшсем йӗреҫҫӗ,

Куҫҫӳльпе вӗсем.

 

Вунӑ ҫамрӑк вилчӗ,

Пӗр ҫул хушшинче.

Хура пӗлӗт килчӗ,

Пирӗн ҫӗр ҫине.

 

Аннесен куҫҫулӗ

Типмӗ нихӑҫан.

Суранӗ тӳрленмӗ,

Ассӑн ҫеҫ сывлан.

 

– Ҫук, ман ывӑл урӑх,

Кайрӗ шӑплӑха.

Пӗтрӗ халь ак сывлӑх,

Вӑрларӗҫ ыйха.

 

Мӗскӗн халӑх юлчӗ,

Вӑрҫӑ вӑхӑтне,

Чӑваш халӑх кӗчӗ,

Вут-ҫулӑм ӑшне.

 

Кӗлтуса тӑратӑп,

Ывӑлшӑн ялан.

Турӑ ҫеҫ сыхлатӑр,

Хаяр вӑрҫӑран.

Юрату – пуянлӑх

 

Ҫутӑ уйӑх тӳпере,

Эсӗ манӑн чӗрере!

Эс савни пӗртен пӗрре,

Ҫӑтмах санпа хӳшӗре.

 

Ӗнтӗ халӗ хӳшӗрен,

Пулса тӑчӗ чаплӑ ҫурт.

Хӑрамастпӑр сивӗрен,

Питӗ тунӑ, кирпӗчрен.

 

Турӑ парсан йӑлт пулать,

Ачи-пӑчи сак тулли.

Атте-анне пиллени,

Пурнӑҫ кайрӗ сиккипе.

 

Ан ӗненӗр ҫамрӑксем,

Пуян каччӑ тупмалла,

Машинпала пулмалла,

Сӳпӗлтетнӗ сӑмахсем.

 

Чӗрепеле суйласан,

Улталанмӑр нихӑҫан.

Чунпала пуян пулсан,

Ӗмӗр савӗ мӑшӑр сан.

 

Мӗн ҫитмест сана этем?

 

Кун-ҫулӗ ҫыннӑн миҫе ҫул?

Аллӑ? Ҫитмӗл? Е сакӑрвуннӑ?

Тӑхӑрвунна ҫитсен те

                                            нумай мар,

Ӗмӗр иртет – яш ӗмӗр те                                       тахҫан ҫухалнӑ.

 

Мӗн ҫитмест-ши этем, сана?

Нихҫан вилместӗн пек

                                                 пурнан?

Чара пӗлмесӗр кӗвӗҫ чунна,

Йӗри-тавра йӳҫлӗх сапан.

 

Аван тусан та килӗшмест,

Карма ҫӑвар хӑй сӑннине,

Чӗре енчен пӗрмай чикет.

Шел, пырса лекет сӑнни                                                                    хӑйне...

 

Лӑплан этем, чӗрӳне упра,

Ҫут тӗнчере эпир хӑнара                                                                        кӑна.

Ҫук, кирлӗ мар тӑшман                                                              мана,

Куҫ хупиччен пурнасчӗ                                                       туслӑхра.

 

Халь канлӗхре эпир...

Ӑшӑ, хӑтлӑ ҫуртсенче ларса,

Кам чӑрмантарать

                                         критиклеме?

Ҫынна пӗрмай айӑплама...

 

Этем! Эс куҫна уҫ,

Нумай, тен, пымӗ лайӑххи..

Турӑ енне ҫулна эс уҫ,

Этем этеме ан пул

                                            ытлашши...

 

Юратманшӑн         мана ан кӳрен

 

Юратманшӑн мана ан                                                             кӳрен,

Уҫма пулмӗ чӗре хуппине.

Ҫухатмашкӑн мана

                                            ан шиклен,

Манпа курмӑн пӗрех

                                                 телейне.

 

Ман чӗре йӑпанать

                                              тепринпе,

Эп телейлӗ унпа юнашар.

Улӑштармӑп ӑна юттипе,

Чӗре манӑн пӗрех иккӗ мар.

 

Хурӑна тымартан кӑкласан,

Илем пӗтӗ кил-ҫурт умӗнче.

Туйӑма ирӗке шав ярсан,

Манса кайӑп юрату тутине.

 

Йӑнӑш тунӑ пулсан эс каҫар,

Айванла, ачалла иртӗхсе...

Пӗр-пӗрне ҫеҫ ырӑ сунар,

Каяс марччӗ санпа

                                               чирлесе...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев