Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Наркотик ҫинчен мифсем тата чăнлăх

Наркомани, пысăк профилактика ӗҫӗ илсе пынине пӑхмасӑр, ҫивӗч ыйту пулса юлать.

 

Наркотик ҫинчен мифсем нумай, чăнлăхра вара йӑлтах урӑхла.

Пӗрремӗш миф: «Наркотикпа усă курассипе курас марри – кашнин хăйӗн ӗҫӗ».

Чăннипе те, наркотиксемпе усӑ курнӑшӑн хальлӗхе пурне те административлӑ наказани ҫеҫ кӗтет. Анчах психоактивлӑ шӗвексене хӑнӑхни каярахпа дозӑна ӳстерме е шӗвеке вӑйлăраххипе ылмаштарма ыйтма пуçлать. Ҫавӑнпа наркомансем психоактивлӑ япаласемпе усӑ курассине пропагандӑлассипе кăна ҫырлахмаççӗ, вӗсен пĕртен-пĕр тĕллев – наркотик тупасси – çакă вара вăрлама-çаратма хистет,  вӗлересси патне те илсе çитерет. Ку ӗнтӗ – уголовнӑй наказани.

Иккӗмӗш миф: «Пурнӑҫра пурне те тутанса пӑхас пулать».

Ӗçсӗр пурнӑҫ час-часах ҫӗнӗ те вӑйлӑ туйӑмсем шырама хавхалантарать. Наркотиксем – вӗсене явăçтарма чи ансат меслет.  Анчах наркотика пӗр хут тутанса пăхсан, туртăм вăйлăланса пырать, ҫын чарӑнма пултараймасть, вара çирӗп проблемӑсем килсе тухаççӗ.

Виҫҫӗмӗш миф: «Эпӗ наркоман пулма шутламастӑп – хӑш чухне кӑмӑл-туйӑма кăна ҫӗклес килет».

Пуҫ миминче психоактивлӑ япаласем пулӑшнипе киленӳ гормонӗсене кӑларса тăратма ҫӑмӑлтарах. Наркотикпа усă курни – çивӗч чирсем: ВИЧ е гепатит чирӗ лектерес хăрушлăх кăларса тăратаççӗ.

Тӑваттӑмӗш миф: «Медицинӑра усӑ куракан наркотиксем сиенсӗр».

Нумай эмелсен наркăмăшлă эффекчӗсем пур, çавăнпа та врач хушнӑ тӑрӑх усӑ кураҫҫӗ, пурӗ те рецепт тӑрӑх ҫеҫ сутаҫҫӗ. Тӗрӗс мар усӑ куракан эмелсем вара сывлӑха пысӑк сиен кӳме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, хăш-пӗр наркотик препарачӗсене медицинӑра усӑ курма ирӗк панӑ пулин те, вӗсене йывӑр чирлӗ ҫынсене ҫеҫ палӑртаҫҫӗ.

Пиллӗкмӗш миф: «Наркомани мана пырса тивмест».

Наркотиксене тутанса пӑхма хистекен сӑлтавсем: стресс, пурнăçра килсе тухнă проблемăсем тата мӗнле-тӗр ҫӗнӗлӗх тутанса пӑхас кăмăл. Кун пек ҫынсем хушшинче пирус туртасси тата эрех ӗçесси ҫеҫ мар, наркотиксемпе усӑ курма хӑнӑхасси те нормăна çаврăнать, ку вара системăллă майпа усă курассипе те вӗçленме пултарать.

Специалистсем, наркотик – хӑрушӑ, усал та хӗрхенӳсӗр тӑшман пулнине палăртаççӗ. Çавăнпа та, чи лайăххи – вӗсене тутанса пăхманни. Çын наркотик патне туртăнсан, мӗн тумалла? Специалистсемпе калаҫмалла. Яланхи пекех, сиплеве мӗн чухлӗ маларах пуçлатăн, чирпе кӗрешме çавăн пек ҫӑмӑлтарах пулӗ.

 

Д. Долгова, районти тӗп больницӑн врачӗ, психиатр-нарколог.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев