Надежда Федоровна Мокшина: «Ачасене питӗ юрататăп»
Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Мокшинсен династийӗн педагогикăри пӗрлехи стажӗ вара пин çултан та иртсе каять
Хулаçырми ялӗнче Мокшинсен çемйи чи хисеплӗ, мухтава тивӗçлӗ çемьесенчен пӗри. Ҫак уникальлӗ династийӗн представителӗсем хушшинче виҫӗ ӑру врачсен, тӑватӑ ӑру ҫар ҫыннисен тата вӗрентекенсен пилӗк ӑрӑвӗ пур. Мокшинсен ҫемйин мӑнаçлăхӗ — Социализмла Ӗҫ Геройӗ Александр Федорович Мокшин.
Хулаçырми вӑтам шкулӗн директорӗ Надежда Мокшина каласа панӑ тӑрӑх, вӗсем 12 ҫул каялла ҫемьен йăх-несӗл тымарне тума тытӑннӑ. 2012 ҫулта 9 класра вӗренекен Станислав Мокшин «Тӑван ҫӗршывӑм» конкурсра хутшӑнать. Ҫак конкурса хатӗрленнӗ май, Станислав тӑван енпе пӗрле хӑйӗн ҫемйин тата йӑх-несӗлӗн тымарӗсене те вӗренет.
Ҫапла Мокшинсен ҫемйи ҫинчен материалсем нумай пухăнать. 2018 ҫулта Хулаçырми вӑтам шкул директорӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Лариса Копьева (хӗр чухнехи хушамачӗ Мокшина) хӑйӗн ывӑлӗпе Евгенийпе пӗрле Хусан хулинче иртнӗ династисен конкурсӗнче хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем те хӑйсен ҫемйисем ҫинчен даннăйсем тӗплӗн пуҫтараҫҫӗ, архивсенче шыраççӗ, 150 яхӑн сӑн ӳкерчӗк пухаҫҫӗ, инҫетри хурӑнташӗсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне Социализмла Ӗҫ Геройӗн Александр Федорович Мокшинӑн ҫемйипе ҫыхӑну пуҫланнӑ.
Иртнӗ пурнӑҫа пӑхсан, Мокшинсен йӑхӗнче педагогика 5-мӗш ӑрӑва ҫитиех тăсăлать. Вӗрентекенсен династийӗ Василий Игнатьевич Мокшинран пуҫланать. Мокшин Василий Игнатьевич (1870 ҫулта çуралнă) Хулаçырми ялӗн Чиркӳ советӗнче тӑнӑ. Кун пирки И. А. Гафаров, А. Н. Шихранов кӑларнӑ «Хулаçырми» ятлă кӗнекере те каланӑ. Ялта чиркӗве пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ хыҫҫӑн ялта 5 ҫынран тӑракан ӗҫ тӑвакан совет йӗркеленӗ. 1915 ҫулта Василий Мокшина казначей пулма суйлаççӗ. Вӑл ялти ачасене вулама тата ҫырма вӗрентет. Унӑн ӗçне паян мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем малалла тӑсаҫҫӗ.
Хулаçырми вӑтам шкулӗнче паянхи кунчченех Мокшинсен династине тӑсакансем ӗҫлеҫҫӗ. Надежда Федоровна Мокшина 2017 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Хулаçырми вӑтам шкулăн директорӗн должноҫне йышӑнать. Надежда Федоровна пӗрлехи, ӗҫлеме пултаракан педагогика коллективӗ йӗркелет. Шкулăн вӗретекенӗсем муниципаллă тата республика шайӗнче педагогика опытне вӗренмелли мероприятисенче хастар хутшӑнаҫҫӗ, професси конкурсӗсенче тата олимпиадăсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑраҫҫӗ.
2018 ҫултанпа шкул хушма пӗлӳ илме паракан лицензи илет, шкулта спорт, музыка, театр тата таврапӗлӳ кружокӗсем йӗркеленеҫҫӗ, хоккей енӗпе секцисем ӗҫлеҫҫӗ. 2018 ҫултанпа шкул никӗсӗнче театр кружокӗ йӗркеленет.
Шкул тӗрлӗ конкурссемпе, грантсенче хутшӑнать. «Ӑрусен диалогӗ: мамонт шӑмминчен пуҫласа инноваци технологийӗсем таран — ялти ҫамрӑксен клубӗ» проектпа 2021 ҫулта Грант (грант сумми 500 пин тенкӗ) çӗнсе илнӗ. Проект авторӗ — шкул директорӗ. Проекта пурнӑҫланă май шкул музейӗ пуянланать, «Çар мухтавӗ», «Çын ӗҫӗпе мухтавлă», «Наци костюмӗсем» кӗтессем, илемлӗ те меллӗ акт залӗ йӗркеленет.
Спонсорсен пулӑшӑвне пула, 2018-2023 ҫулсенче шкул валли 10 проектор, 2 МФУ, 3 принтер, музыка центрӗ, музей валли 25 шкаф, столовӑй валли производство сӗтелӗсемпе кухня хатӗрӗсем, спортзал валли инвентарьсем тата ытти нумай хатӗрсем илнӗ.
Мокшинсен йӑх-несӗл йывăççи чӗре форминче килсе тухнӑ.
— Пирӗн йӑх-несӗл йывăççи чӗре форминче килсе тухни ӑнсӑртран пулса тухмарӗ, Ярославпа Аделина (6-мӗш ӑрури тӑвансем!) халиччен пӗр-пӗрне пӗлмен, ҫак конкурса пула туслашрӗç тата «Эхо веков в истории семьи — Тарихта без эзлебез» фестивальте тӗп геройсем пулса тӑчӗç, — тет Надежда Мокшина.
Вăл çак йӑх-несӗлсен историне тӗпченӗ вăхăтра йăх-несӗл йывăççине ăсталама пулăшнисене пурне те чунтанах тав тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев