Наци тумӗ — ҫемье илемӗ
Фотоконкурс
Ҫӗпрелсем Халăхсен хушшинчи «Амӑшӗпе ачисем наци костюмӗсемпе» 5-мӗш фотоконкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗç.
Çак конкурс Раҫҫей Федерацийӗн национальноçсен ӗçӗпе тăрăшакан агентстви пулӑшнипе иртет.
Заявкӑсене кӑҫалхи январӗн 31-мӗшӗнче йышăнма пуҫланӑ.
Халăхсен хушшинчи фотоконкурсăн ҫӗнтерӳҫисем ҫӗпрелсем: Гульфия Яфизова тата амӑшӗпе хӗрӗ Айгуль, Альмира Шакировасем пулса тӑчӗҫ:
— Ҫак фотоконкурса хутшӑнма пире хӗрӗм çӳрекен ансамблӗн ертӳҫи Ольга Ефремова сӗнчӗ. Эпир килте канашларӑмӑр та хамӑра сăнаса пӑхма шутларӑмӑр. Наци тумӗсене тӑхӑнса, кунӗпех чи лайӑх фотоӳкерчӗк тума тӑрӑшрӑмӑр. Пире пулӑшакансене пурне те пысӑк тав, — тет Айгуль Шакирова.
Альмира «Мишары» фольклорпа этнографи ансамбльне çӳрет. Вӗсем фотоконкурса сӗннӗ тумтирсем те мишер халӑхӗн пӗлтерӗшне палӑртаççӗ. Фотосессие вара Ольга Ефремова ирттерет. Тумсене суйлама районти культура çурчӗн стилисчӗ, Райня Бахитова пулӑшать.
Гульфия Яфизова нумай ҫул «Ак калфак» тутар хӗрарӑмӗсен организацийӗн вырӑнти уйрӑмне ертсе пырать.
Ҫак конкурса хутшӑнни те çавăнти ӗç-хӗлпе çыхăннă. Фотоконкурсра вăл çемйипе: мăшăрӗпе, ывӑлӗпе, кинӗпе тата мӑнукӗсемпе пӗрле тутар халӑхӗн наци костюмӗсемпе ӳкерӗннӗ. Фотоӳкерчӗксен авторӗ — Раниля Алиуллина.
— Эпир конкурсра çӗнтересси пирки шухӑшламан та. Шăнкăравларӗҫ те, пӗлтерчӗҫ. Паллах, эпир савӑнтӑмӑр, — тет Гульфия Яфизова.
Конкурс çинчен
Халăхсен хушшинчи «Амӑшӗпе ачисем наци костюмӗсемпе» фотоконкурс мероприятийӗсене пурнӑҫлани Раҫҫейри тата ют çӗршыври халӑхсен наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хăварма пулӑшать.
Конкурса тӗнчипе 6 пине яхӑн сӑнӳкерчӗк сӗннӗ. Вӗсенчен 3 пине яхӑнăшӗ кӑна конкурс условийӗсене тӳрӗ килнӗ. Вӗсенчен вара 76 хутшăнакан ҫеҫ ҫӗнтерӳ тума пултарнă.
Йӗркелӳ комитечӗ кӑҫал ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ «Тӑван чӗлхепе сӑпка юррин» конкурсăн номинацийӗнче вара 23 ҫын ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев