Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн...
Пӗлӳ тӗнчи
Ачана шкула хатӗрлени — ашшӗ-амӑшӗшӗн яваплӑ та тӑкаклӑ вӑхӑт.
Ачана шкула хатӗрлеме вӑтамран 30 пин тенке тӳрӗ килет, теҫҫӗ. Ку уйрӑмах пӗрремӗш класра вӗренекенсене пырса тивет. Мӗншӗн тесен ача валли шкул формисӗр пуҫне, блузка та, шӑлавар та, юбка та туянмалла. Спорт костюмӗ, атӑ-пушмак, аялти кӗпе-йӗм, портфель, канцеляри таварӗсем... Шутласа кайсан, пайтах пухăнать. Ҫитменнине тата хӑш-пӗр шкул кӗнекисене те туянма тивет. Хӗрачасене шкула хатӗрленесси арҫын ачасенчен хаклӑрах ӳкет, теҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗсем. Хӗрсене бантиксем, гольфсем, саппунсем кирлӗ-ҫке-ха. Списока сентябрӗн 1-мӗшӗ валли илекенчечек ҫыххи, сезонлă тумтирсемпе атӑ-пушмак кӗмен. Вӗсене те шутлама тытӑнсан, «енчӗкӳ» ҫеҫ тӳстӗр...
Вырсарникун пасарта та тавар илекенсенчен нумайӑшӗ шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пулчӗҫ.
Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем кирлӗ япаласем ыйтма тата заказ пама интернет-магазинсене те кӗреҫҫӗ. Ку меслет меллӗрех те... Анчах хӑш чухне тумтирӗн размерӗ е тӗсӗ килӗшменни те пулать. Кунта вӑхӑт та тӑсӑлать, кӑмӑл та пăсăлать.
Паллах, хӑш-пӗр лавккасенче, пасарсенче йӳнӗрех таварсем тупма пулать. Анчах «йӳннисен» пахалӑхӗ савӑнтармасть. Кирек мӗнле пулсан та, ачана шкула хатӗрлемелле — сентябрӗн 1-мӗшӗ çывхарса пырать.
Натальия Клементьева, Алешкин-Саплăк ялӗ:
— Пирӗн ҫемьерен виççӗн: ывӑлпа хӗрӗмӗр шкула каяҫҫӗ, тепӗр ывӑлăмăр техникума каять. Кӑҫал эпир ҫӗнӗ шкул формисем илмерӗмӗр, пӗлтӗр мӗн юлни пурте лайӑх. Ун вырӑнне улăштарма шӑлаварсем, кӗпесем ҫӗннисем кирлӗ. Канцеляри таварӗсене пуҫтарнӑ ӗнтӗ. Нумай ачаллӑ ҫемье пулин те, ӳпкелешместӗп. Ҫитнӗ чухлӗ пурне те илетпӗр. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне эпир каярахпа, кирлӗ пулсан, илӗпӗр. Чи кирли — сывлӑх пултăр!
Газинур Халиуллов, районти вӗренӳ пайӗн начальникӗ:
— Шкулсене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне, ачасене йышӑнас енӗпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал пӗрремӗш класа вӗренме килме 131 заявлени панă. Районти вӗренӳ учрежденийӗсенче пурӗ 1719 ача пӗлӳ илӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене çакна калас килет, кашни шкул ачин сумки, тумтирӗ ҫинче ҫутӑ элементсем пулччӑрччӗ. Ҫутта тавăракан элементсем водителе ҫул ҫинче ҫуран ҫынна вӑхӑтра курма, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем килсе тухасран асăрхаттарма май параҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев