Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене старт панӑ
Юлашки вăхăтра
Район центрӗнче «Ҫӗпрел» паркӗнче çитес Çӗнӗ ҫул уявӗсене, ҫавӑн пекех «Ырӑ ӗҫсем» марафонне старт пачӗç.
Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем пуҫланни ҫинчен официаллӑ майпа пӗлтерме Хӗл Мучи тата Юр пике, ҫавӑн пекех, районти Культура çурчӗн халăх театрӗн артисчӗсем, юмахри геройсен , тутар, чӑваш, вырӑс наци тумӗсене тăхăнса килчӗҫ. Вӗсем концерт номерӗсем вӑйӑ-кулӑ, ташӑ, ҫавӑн пекех, уҫӑ катокра конкурс-вӑйӑ программинче хутшăнса представлени курма килнисене çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм парнелерӗç.
Малта Çӗпрел ҫыннисене питӗ нумай уяв сюрпризӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тавра тата Ҫӗнӗ ҫулӑн малтанхи кунӗсенче ăçта тата мӗн пулни ҫинчен эпир хамӑр хаҫатӑн ҫитес номерӗсенче пӗлтерӗпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев