Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫул каҫ тӳпе ҫӑлтӑрлӑ пулсан, ӑнӑҫăва

Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш кунӗнче йывӑр та хура ӗҫ тума юрамасть – ҫулталӑкӗпех пӗр канмасӑр ӗҫлемелле пулӗ.

Пурнӑҫа таса страницăран пуҫлӑр – кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлӑр.

Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫинче апат-ҫимӗҫ нумай пулма тивӗçлӗ, ӗҫмелли нумай пулмалла – ку çитес ҫул тулӑх пуласса пӗлтерет.

Ҫӗнӗ ҫул каҫ вăрçăнма, кӑшкӑрашма е киревсӗр япаласем калама юрамасть – ку çӗнӗ ҫула «хӑратма» пултарать, сирӗнтен те, сирӗн ҫемьерен те ӑнӑҫу тарма пултарать.

Ҫӗнӗ ҫулăн пӗрремӗш кунӗнче кӗпе ҫума та, çӳп-çапă та илсе тухма та юрамасть – ҫапла майпа эсир ҫемьерен ăнăçăва кăларатăр.

Пӗрремӗш ҫын, пӗрремӗш курантсем ҫапнӑ хыҫҫӑн чи малтан килнӗскер, сирӗн ҫемьене Ҫӗнӗ ҫул мӗн илсе килессине палӑртать – сывлӑхлӑ, пуян ҫын килсен, ку телее, эсир юратман кӳршӗ е яланах ӳпкелешекен тӑванӑр килсен, лайӑххине нимӗн те ан кӗтӗр. Ӗлӗк ҫавӑн пек йӑла пулнӑ – ҫамрӑк ҫынсем Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ те тӑванӗсемпе кӳршисем патне килӗрӗрен ҫӳресе, ӑнӑҫу кӳме васканӑ.

Эсир вара ӗненетӗр-и ҫак каларăшсене? Эпир çавна май телефон номерӗсен справочникне уҫрăмăр та, хамӑр куç умне лекнӗ номерпа шăнкăравласа, телефонне илнӗ ҫынна çак ыйтӑва патӑмӑр.

Шаукат пичче, Кивӗ Шемӗршел:

– Элле теме шанса, ӗмӗтленсе пурăнма  май пулнӑ вӑхӑтсем иртсе кайрӗç çав. Мăшăрăм та вилчӗ. Вӑл пурне те  ӗненетчӗ, сăнатчӗ. Ҫӗнӗ ҫула та эпир сӗтел хушшине ларса кӗтсе илеттӗмӗр. Ҫӗнӗ ҫул кӗрсен, вӑл мана алӑкӑн тепӗр енне тӗртсе кăларатчӗ: «Эсӗ ăслă-тăнлă, аллу çăмăл, атя, ку ҫул та ҫавӑн пекех ҫӑмӑл ирттӗр», – тетчӗ. Шӳт тунӑ пулӗ ӗнтӗ... Анчах та пӗрле пурӑннӑ ҫулсем йывӑр пулнине эпӗ астумастӑп. Тен, çак каларăшсем тӳр килнӗ. Тен, пӗрле ҫав ҫулсене ҫӑмӑллатнӑ...

Юлия Нестерова:

 – Эпир Çӗнӗ ҫула килте кӗтсе илетпӗр. Кӑштах вӑхӑт иртсен, курантсем вуниккӗ ҫапнă хыççăн, кӳршӗсем патне каятпӑр. Ҫапла вара, эпир пӳрте кӗрекенсенчен пӗрремӗшӗсем те хамӑрах пулатпăр пулӗ ӗнтӗ. Апла сăнаниех çук... Кӑҫал акӑ пăхăпăр...

Римма Салахова:

– Питӗ тӳрре килеççӗ çак  сăнавсем. Ҫулталӑк пуҫлансан эрне иртмесӗр эпӗ никам патне те кӗместӗп. Хапха умне килнӗ ҫыннӑн та характерӗ йывӑр пулнине пӗлетӗп пулсан, кӗртместӗп. Темиçе хут та сăнанă – мӗнле ҫын килет – ҫулталӑк ҫапла иртет.

Виталий Маняков:

– Мӗн ҫинчен калаҫмалли пур! Тӗрӗслесси, сăнасси – хӗрарӑмсен ӗҫӗ вăл. Пирӗншӗн тутлӑ ҫимелли, ӗҫмелли, лайăн канмалли пултăр Çӗнӗ ҫулта – çакă ҫителӗклӗ.

Эпир шăнкăравласа калаҫнӑ çак ҫынсем пурте район ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗҫ. Вӗсем 2023 ҫул килсене, çемьесене тӑнӑҫлӑх килсе килтӗр, тесе сунчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев