Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗнӗ Кахăрлă хӑйӗн геройӗсене чыслать

Ҫак ялта ял ҫыннисем Совет Союзӗн Геройӗпе Зариф Алимовпа мăнаçланаççӗ кӑна мар, «хӗрӳ точкăсенче» пулса курнӑ ҫынсене те манмаҫҫӗ, паян тӗрлӗ тытӑҫӑва хутшӑнакансемпе те тӗрлӗ тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

Украина территорийӗнчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑнакансемпе ҫакӑн пек тӗлпулу ялти Культура çуртӗнче пулса иртрӗ. Ӑна ҫак учрежденийӗн директорӗ Мадина Замалтдинова йӗркеленӗ.

«Пирӗн ҫӗршывшӑн ҫакӑн пек йывӑр тапхӑрта эпир хамӑрӑн ҫар ҫыннисене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Ӑс-хакӑл енчен те, гуманитари пулӑшӑвӗ те питӗ кирлӗ», – тет Мадина Замалтдинова.

Тӗлпулӑва отпуска таврӑннӑ Марат, Илюс тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене чӗннӗччӗ. Ял ҫыннисем вӗсене тӗрлӗ ыйтусем пачӗç, çар çыннисен ячӗпе сӑвӑсем вуларӗç, юрӑсем янӑратрӗç, ташӑсем пурнăçларӗç.

Мероприяти пуҫланас умӗн эпир мобилизациленнисен тӑванӗсемпе калаҫса илтӗмӗр. Вӗсем пӗр-пӗрне пӳле-пӳле вӗсене мӗнле кӗтсе илни ҫинчен каласа пачӗç.

 Маратăн амăшӗ Гульнур тата унӑн мăшăрӗ Ильсеяр:

 – Эпир Марат таврӑнасса кӗтрӗмӗр, анчах хӑҫан таврӑнасса пӗлмерӗмӗр – вӑл каламарӗ. Пирӗншӗн сюрприз тăвасшăн пулнă ӗнтӗ. Эпир, паллах, вăл яланах пирӗнпе юнашар пултăрччӗ, тетпӗр. Анчах Марат повестка илнӗ хыҫҫӑнах: «Манӑн асаттене Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑнма тӳрӗ килнӗ, ман шӑпара ку пур иккен, манӑн унта каймалла», терӗ. Çакна эпир йышăнтăмăр. Эпир тӗнче тăнăçланса, вăл ырă-сывă таврӑнасса кӗтетпӗр.

Илюсăн амӑшӗ Гульнар:

– Ывăлăм ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине каясси ҫинчен пӗлтерни маншӑн уяр кун аçа çапнă пекех пулчӗ. Çакна тӳссе ирттернисене эпӗ никама та сунман пулăттăм. Ҫавӑнтан вара эпӗ хам ывӑла мӗнле юратнине сӑвӑ йӗркисенче шăрçалама пуçларăм. «Ывӑлӑма» текен кӗнеке кӑлартӑм. Паянхи каçра эпӗ ӑна парнелӗп.

Илюсшӑн вара хăйӗншӗн чи телейлӗ самант ҫӗнӗ ҫул каҫӗ пулса тӑнă иккен.

– Киле таврӑнма май килсе тухрӗ. Эпӗ ывӑла ыталарӑм. Эпӗ вӑл лӑпкӑн ҫывӑрнине куртӑм.

Маратпа Илюс ҫырусемпе посылкӑсем илни – телейлӗ самант пулнине пӗлтерчӗç:

– Ял ҫыннисем пулӑшнине туйни – шанăç парать. Савӑнатӑн, ӗненетӗн – сана манмаҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев