Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулне 160 ҫул
Ан манӑр Яковлев ятне
Иван Яковлева манмастӑп.
Халал ҫырса паракана.
Хам чěрере ӑна упратӑп.
Вӑй-хал парать куллен мана.
Ыр(ӑ) ҫын пулма вӑл халалланӑ,
Кӑнна Кушкин патвар ҫынни.
Нумай ҫулсем иртнě пулсан та,
Халь те вӑл маншӑн ҫул ҫути.
… Е сар чаххийě какалать-и?
Ав хапхине хупакан ҫук…
Ҫаксем пурте ман пурнӑҫ шавě,
Хаклас пулать ӑна ку чух.
«Наян ан пул, ěҫчен пул» – тенě.
Ăсчах пире халалласа.
Кунсем-ҫулсем васканӑ майӑн,
Яраҫҫě тарӑн шухӑша.
Мěн вӑл наян? Ěҫченě кам вӑл?
Шухӑш ҫӑмхи каять кусса.
Ҫак ыйтусем ҫине хуравлě,
Ват асанне, куҫран пӑхса.
– Итле, мӑнукам, пурнӑҫра,
Хура та шур нумай эп курнӑ
Хастар,ěсчен пулакана.
Тур пиллěх панӑ, ырӑ суннӑ…
… Вӑл уҫнӑ шкул паян, мӑнаҫлӑн.
Ларать ав ялӑн варринче.
Кашни ҫыннах хапӑл тӑвать вӑл,
«160 ҫул» уявěнче.
Ан тив, татах та хӑпартлантӑр.
Чěреҫěм ман, ӑна курсан.
Кунтах-ҫке ҫамрӑклӑх ман юлнӑ,
Т(ӑ)ват теҫетке шкула утса.
Вӑхӑт шӑвать, кам тытса чарě?
Ял та юлать ав пушанса!
Тӑван шкула килсех тӑрар-и?
Пуласлӑха эпир шанса.
Ан манӑр Яковлев ěçне.
Ун йěрěпех пырать Учитель.
Мухтав калар-и вěсене?
Ырми-канми ěҫлекене.
Пуҫа таяр, хисеплесе.
Ял вучахне чěртекене!
Тамара Еремеева,
Ҫěнě Йěлмел вӑтам шкулěнчи
3-мěш класс ертӳҫи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев